Çапкаланчăк анчăк та хăрушă, урнă тилĕ вара — пушшех

Категория: Публикации Опубликовано: 05.09.2025, 09:29 Просмотров: 330

Ялсенчи урамсенче ирĕккĕн чупса çӳрекен хуçасăр йытăсене час-часах куратпăр-ха. Паллах, вĕсем пуриншĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Ваттисем калашле, йыттăн хӳри кукăр, чупса пынă чухне те çыртса илме пултарать. Юлашки вăхăтра ялсенче урнă тилĕсем час-час курăнни хăрушлăха тата пысăклатать. Çак кунсенче çеç редакцине Кивĕ Ахпӳртрен, Туçаран тилĕ хушма хуçалăхри хур-кăвакала, чăхсене тытса çини пирки пăлханса шăнкăравларĕç. Маларах Тутар Сăкăтĕнче те урамсенче тилĕ хуçаланни пирки пĕлтернĕччĕ. Инкек куçа курăнса килмест, паллах. Çапах тискер чĕр чунсене ялта хуçа пулма чармалли пирки шутламаллах.

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика