Çӳп-çапа тирпейлекен комплекс пулатех

Категория: Публикации Опубликовано: 05.09.2025, 10:44 Просмотров: 231

Муниципалитетра çӳп-çапа сортировка тăвакан комплекса тăвас ĕçе пуçăннă. Пысăк калăпăшлă комплексăн проектне реализацилеме «Российский экологический оператор» компани пулăшать. Унта çӳп-çапа тĕплĕнрех суйлама, çут çанталăка сиенлетессине чакарма пулăшакан хальхи вăхăтри технологисем вырнаçтараççĕ.

Паяна объект пулмалли территорине хатĕрлеççĕ, çакăн хыççăн подряд организацийĕ зданине хăпартма пуçлать.

Комплекс 5 гектар йышăнать. Строительство ĕçĕсене 2026 çул вĕçне пĕтермелле.

— Çӳп-çапа сортировка тăвакан комплекссене хута яни каяшсене тепĕр хут ĕçе кĕртме май парать, полигонсенче тăрса юлакан япаласен калăпăшне чакарма, республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшать. Çавăн пекех проект пулăшнипе çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хушăнĕç, регионăн экологи тĕлĕшĕнчен çирĕп аталанма май паракан пĕлтерĕшлĕ утăм пулать, — тенĕ ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов пулас комплексра хальхи вăхăтра тăвакан ĕçсемпе паллашнă май.

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика