Кăвар чĕреллĕ паттăр ячĕ вилĕмсĕр...

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2025, 11:03 Просмотров: 239

Патăрьелĕн тĕп урамĕпе çÿрекенсем библиотека çывăхĕнчи пысăк стенд çинче офицер тумĕллĕ хитре йĕкĕте асăрханах ĕнтĕ. Кунта Ыхра Çырми ялĕнче çуралса ÿснĕ «Паттăрлăх» («Мужество») ордена Украинăри ятарлă çар операцинче çапăçса виçĕ хутчен (!) тивĕçнĕ Рифат Искендерович Фейзуллов капитан сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Çак награда вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче салтаксене панă «Мухтав» орденсен тулли кавалерĕпех танлашать. «Паттăрлăх» — «Мужество» ордентан çÿллĕрех чыс вара «Раççей геройĕ» сумлă ятпа ылтăн медаль кăна шутланать. Пĕр шутласан, юнашарах, пĕр ретрех темелле.

Тăван ялти вăтам шкулта чухнех вĕренÿре те, спортра та, обществăлла ĕçсенче ырă енчен палăрса тăнă каччă аттестат илнĕ хыççăн 2017 çулта Хусанти Жуков ячĕллĕ аслă çар танк училищин алăкне уçса кĕнĕ. Шкул дирекцийĕ ăна шăпах çакăнта кĕме сĕнсе лайăх характеристика çырса панă. Кунта пехотăпа танк подразделенийĕсем валли офицер-танкистсем хатĕрлеççĕ. Çак паллă училищĕре те вăл вĕренÿ занятийĕсенче ларнипе кăна мар,çарпа патриотизм лагерĕсене кайса тавра курăмне ÿстернĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса дипломсем илсе килнĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, 2022 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланчĕ. Март çурринче Рифат тăракан танк чаçне Донецкпа Луганск тăрăхне куçарса килнĕ. Кунта йывăр та хăрушă çапăçусем пыраççĕ. Пĕринче умри яла ирĕке кăларнă чухне Бурят республикинчен килнĕ пехотинецсем йывăрлăха кĕрсе ÿкеççĕ — вĕсене тăшмансем çавăрса илнĕ иккен. Кунта боеприпассем турттарса тăма та, аманнисене илсе килме те май çук. Çакăн пек лару-тăрура çамрăк та вĕри Рифат Фейзуллов (çавăнпах-тăр, вăл хăйне валли «Уголек», «Тĕлкĕшсе тăракан кăвар» хушма ят илнĕ, халĕ ăна çарта позывной теççĕ) аслă командиртан кÿршĕсене хăрушă ункăран хăтарма ыйтать. Пĕлсе тăрсах вутлă тамăка кайма шутланиех çакă. Ирĕк илнĕ хыççăн хăйĕн экипажĕпе икĕ кун хушши атакăна çÿресе танк çине ПТУРсемпе (ракетăсемпе) вĕçĕмсĕр персе тăракан вырăнтан пуçĕсене хума пултаракан 15 салтака чĕррĕн (аманнисем те пулнă, пĕри эвакуаци вăхăтĕнче вилнĕ) илсе тухма пултарать. Командовани ăна çакăншăн пĕрремĕш «Паттăрлăх» орденпа наградăланă.

Тăватă çул танкист профессине тĕпчесе туптаннă лейтенанта, ылтăн пакунĕсемлĕ специалиста Инçет хĕвел тухăçĕнчи çар округне, Уссуруйск хули таврашне службăна малалла тăсма ăсатаççĕ, танк взвочĕн командирĕ пулма çирĕплетеççĕ.

Шутлăр-ха, пирĕн Рифат ун чухне çирĕм иккĕ тултарнă яш кăна пулнă! Ĕнерхи арçын ача, курсант сакки çинчен тин кăна тăнă çамрăк кăна темелле.

Уйăх çурăран Рифат тепĕр паттăрлăх кăтартать: вăрман тăрăхĕнче йышĕпе те, техникăпа та вăйлă неонацистсене танксемпе тÿреммĕн персе пырса çĕмĕрсе тухать. Анчах хăйĕн танкне те вут хыпса илет. Халĕ те вăл пысăк ăсталăх кăтартса экипажа çăлса хăварма пултарать. Çакăншăн ăна кăкăрĕ çине тепĕр хутчен «Паттăрлăх» орден çакса яраççĕ.

Пирĕн янташ командовани лартнă задачăсене нумай хутчен чыслăн пурнăçланă. Çавăнпа 2023 çулта кĕркунне вăл виççĕмĕш хутчен «Паттăрлăха» тивĕçет. Ăста та çивĕч офицера танк ротин командирĕ пулмах çирĕплетеççĕ, пакунĕ çине те тепĕр çăлтăр хушаççĕ, аслă лейтенант туса хураççĕ. Каярахпа капитана та çитереççĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн хăйĕн виçĕ взвод, 16 танк! Яваплăхĕ тата мĕн чухлĕ!

Эпир Рифат ашшĕпе, аллă пилĕк тултарнă Искендер Ибрагимовичпа калаçса ларатпăр.

— Çар операцийĕсене пурнăçланă вăхăтсенче ман ачана виçĕ хутчен контузи пулчĕ,— каласа парать пысăк хуйхăсене чăтса ирттернĕ кил хуçи. — Кашнинчех вăл каялла хăйĕн чаçне таврăннă. Пĕлтĕр вара танкне дрон лексе амантрĕç: снаряд ванчăкĕ унăн çурăмне ватнăччĕ. Çÿхе бронежилет сыхлайман çав ăна... Малтан вăл Новороссийскра госпитальте сипленчĕ, унтан Хусанта реабилитацинче пулчĕ. Яла та килсе кайнăччĕ. Хăй вĕренсе тухнă училищĕне куçарса курсантсене çар ĕçне вĕрентме яма палăртасси пирки калаçатчĕ... Авланас шухăшĕ те пурччĕ, пĕр Шăнкăртам хĕрĕпе çыхăну тытатчĕç. Кăçал вара пирĕн çемьене пысăкран та пысăк хуйхă йăтăнса анчĕ. Наступленине кайма хатĕрленсе умри лаптăксене минăсенчен тасатнă чухне унăн танкне тăшмансем тупăсенчен персе çĕмĕрнĕ. Ман Рифат питĕ йывăр аманнă, июнĕн 27-мĕшĕнче ирхине пилĕк сехетре вилсе кайнă. Тепĕр тăватă кунтан ял масарĕнче пытартăмăр. Службăра пĕрле тăнă чаçĕнчи юлташĕсем, тусĕсем, пĕлĕшĕсем нумайăн килнĕччĕ... Пире пысăк чыс тунăшăн пурне те пысăк тав!

Фейзуллов килĕнче ывăлĕн сумлă наградисем упранаççĕ. Маларах асăннă орденсемсĕр пуçне «Уголекăн»— кăвар чĕреллĕ ПАТТĂРĂН — Раççей Оборона министерствин икĕ «За боевое отличие», Луганск халăх республикин, Раççейри мăсăльмансен Тĕн управленийĕн «За духовное единение», Пушкăрт республикин медалĕсем (пурĕ улттă) тата ытти чыслă грамотăсем те пур.

Сăмаха Надежда Тинюкова СВОра хутшăнакансене халалласа çырнă сăвăри йĕркесемпе вĕçлесшĕн:

Пуçне хураççĕ пирĕн маттурсем...

Пĕр çухатусăр вăрçă пулаймасть.

Çук-çук! Вĕсем пĕрлех, кунтах,

Кашни салтакăн ырă ĕçĕ чĕрере.

Атте е мăшăр, ывăл е савни —

Упранĕ Паттăр ячĕ ĕмĕрех.

Николай Ларионов

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика