«Пирĕн яла пырса кĕрсен каялла тухма пĕлĕр-и?»

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2025, 11:19 Просмотров: 186

Çак юрă сăмахĕсем валли пирĕн те сăлтав пур. Ас тăваççĕ ĕнтĕ, 10-15 çул каялла ялта çынсен ыйтăвне пурнăçа кĕртмелли ыйтусем чăнах та сахал марччĕ. Чăн малтанах çул-йĕр ыйтăвĕ пурне те пăшăрхантаратчĕ. Паян вара чăнах та «культура вучахĕ» те Кивĕ Катек илемĕ шутланать. Патшалăхăн программипе хута кайнă культура учрежденийĕнче аслисем валли те, ачасен программипе те тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеççĕ.

Иртнĕ эрнере пирĕн ял халăхĕ тепĕр пысăк савăнăçа пĕрле пайларĕ. Ял варринче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хута кайнă çĕнĕ ФАП хăйĕн пĕрремĕш пациенчĕсене йышăнчĕ. Сывлăх учрежденийĕ 400 ытла çыннăн ыйтăвне тивĕçтерсе тăрĕ.

Петр КУЗНЕЦОВ, муниципалитет округĕнчи Общество палатин членĕ

«Пĕрлехи вăйпа пурăнма май пур хăтлăхпа» Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика