Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта «Пĕлÿ» обществин лекторĕ Г.Азмукова вĕренекенсемпе вербовкăпа ĕçлемешкĕн тытса ярассинчен мĕнле хăтăлмалли çинчен калаçу ирттернĕ. Гульнафис Сабирзяновна террорла хăрушлăха кĕрсе ÿкесрен асăрханмаллине аса илтернĕ. Йăнăш çул çине тăратма илĕртекенсене хăтланăвне, калаçăвне кура уйăрса илме май пуррине палăртнă. Пурте пĕр шухăшлă пулса ултавçăсене сивлемелли çинчен каланă.
Террористсем патшалăха сиен кÿме, сăтăр тума тăрăшаççĕ. Çак ĕçе ытларах ачасене, çамрăксене явăçтараççĕ. Хура ĕçпе вĕсен малашлăх çулне пÿлеççĕ.
Çавăнпа та тĕплĕн шутламасăр, пĕтĕмлетÿ тумасăр, аслисемпе канашламасăр ултав серепине çакланасран асăрханмалла.
Июль 2026 |
