Кĕмĕл волонтерсем акцие хутшăнаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2025, 11:25 Просмотров: 273

Муниципалитет округĕнче кĕмĕл волонтерсем хăйсен ырă кăмăлĕпе хастарлăх кăтартаççĕ. Ку хутĕнче вĕсем «Госпитале рюкзак» акцие хутшăнчĕç. Çĕршывĕпех пырать çакă. Госпитальте сипленекен аманнă салтаксене хавхалантарасшăн. Йывăр вăхăтра СВО участникĕсем патне тимлĕх уйăрни темрен те паха.

Волонтерсем рюкзаксене кирлĕ япаласем — салфеткăсем, алшăллисем, носкисем, кĕпе-тумтир, тапăчки, супăнь... — чикрĕç. Вĕсем пурте сипленнĕ вăхăтра усă курмаллискерсем.

Эвелина КАРЯГИНА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика