Тикеш ялĕнче Раççей спорт мастерĕн Сергей Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирĕ иртнĕ. Вăл кăçалхипе çиччĕмĕш хут пулнă.
Ăмăртăва 100 ытла çамрăк кĕрешÿçĕ хутшăннă. Унта Ульяновск облаçĕнчен, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчен, çавăн пекех Вăрнар, Муркаш, Канаш, Патăрьел муниципалитет округĕсенчен спортсменсем пухăннă.
«Турнир спортăн чăн-чăн уявĕ, унта çамрăксем хăйсен хăнăхăвĕсене, çĕнтерÿ патне ăнтăлнине, пĕр-пĕрне хисепленине кăтартаççĕ»,— тенĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов. Сергей Семенов вара çакнашкал ăмăрту спорта аталантарас ĕçре тĕп вырăн йышăннине палăртнă.
Апрель 2026 |
