Тĕп тĕллев — вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатасси

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2025, 11:35 Просмотров: 224

Патăрьел муниципалитет округĕнче вĕрентекенсен августри канашлăвĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине те палăртса хăварчĕç.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул ку енĕпе конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕрлех кунти кĕçĕн классен кабинечĕ (ертÿçи З.Закирова), информатика кабинечĕ (Г.Феткуллова), спортзал (И. Зейнетдинов), музыка кабинечĕ (А.Абитова), истори (Ф.Хафизова) тата шкул столовăйĕ (заведующийĕ Г.Якушева) лайăххисен йышĕнче пулчĕç.

Коллектива Гелсирень Абейдуллова ертсе пырать. Вăл педагогикăра тата воспитани ĕçĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш тата Тутар Республикисен тава тивĕçлĕ учителĕ ята тивĕçнĕ. Тутарстан министерствин «Вĕрентÿри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» паллă та пур унăн. Гелсирень Гаделзяновна вĕренекенĕсем çулленех муниципалитет округĕнче, республикăра тата регионсем хушшинчи тутар чĕлхипе тата литературăпа ирттерекен олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Вĕрентекен хăй те харсăр. Культурăпа массăллă мероприятисенчен пĕрре те юлмасть. Сценарисене хатĕрлет. Вĕсенче те ертсе пырать. Ялта пурăнакансем ăна пуçаруллă вĕрентекен пулнипе хисеплеççĕ. Хăйĕнчен çирĕп ыйтма пултарать вăл. Пĕрле ĕçлекенсенчен те. Уççăн калаçма пĕлни, тĕрĕслĕхе мала хуни хисеп çуратать.

Педагогика ĕçне кÿлĕннĕренпе Гелсирень Абейдулловăн 40 çул çитсе пырать. Малтан вăл вожатăй пулнă. Унтан тутар чĕлхипе литературине вĕрентекенĕнче тăрăшнă. 2007 çултанпа вара — ертÿçĕ.

Професси ăсталăхне пула, мал ĕмĕтлĕ ачасемпе ытларах ĕçленине кура, ашшĕ-амăшĕпе канашласа вăй хунăран çитĕнÿ пулать те ĕнтĕ муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕн, пĕрлех — коллективĕн. Тĕллевлĕ ĕç çитĕнÿ тума пулăшать.

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика