Сĕт хакĕ ял çыннине ялан калаçтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2025, 09:43 Просмотров: 136

ХĂЙСЕН вăйĕпе çитĕнтернĕ е туса илнĕ продукцие, паллах кирек кам та тивĕçлĕ хакпа сутасшăн. Сĕт хакĕ пысăк пулманни ял çыннине яланах калаçтарнă. Апла пулин те килти хушма хуçалăхсенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче хăйсен продукцине май пур таран вырнаçтарса пыма тăрăшаççĕ. Юлашки статистика тăрăх Чăваш Республикинче халăхран пуçтаракан сĕте хаклăрах туянма пуçланă. Иртнĕ уйăхра пĕр литрне вăтамран 25-27 тенкĕпе пуçтарнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те çавăн пек хаках. Кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан икĕ тенкĕ ытларах. Çакна та палăртса хăвармалла. Юлашки вăхăтра сĕт илекенсем сахалланнă, республикипе те пĕтĕмпе çак ĕçпе тимлекен 270 ытла предприниматель çеç юлнă. Вĕсенчен Патăрьел муниципалитет округĕнче çак ĕçпе тимлекен усламçăсем чи нумаййи, 40 ытла предприниматель.

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика