Туслăх пытăр ĕмĕре

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2025, 09:56 Просмотров: 141

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта Чăваш Республикинчи, Тутарстанри тата Запорожск облаçĕнчи шкул ачисене çыхăнтаракан телекĕпер иртнĕ.

Мероприятие регионти Тутар çутĕç кунĕсене тата Донецкпа Луганск Халăх Республикисем Раççейпе пĕрлешнĕ куна халалласа йĕркеленĕ. Унта 150 çын куçăмлă майпа, 300 яхăн вĕренекен онлайн мелĕпе хутшăннă. Вĕсене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш тата Тутар Республикисен вĕрентÿ министрĕсем Дмитрий Захаровпа Ильсур Хадиуллин саламланă.

Телекĕпер хăйне майлă уçă калаçу лапамĕ пулса тăнă, ачасем паллă лекторсене ыйтусем панă, хăйсене хумхантаракан темăсене хускатнă. Мероприятин тĕп спикерĕсенчен пĕри «Знание» Раççей обществин представителĕ, «ВОИН» центрăн инструктор-методисчĕ тата ятарлă çар операцийĕн участникĕ Сергей Васильев пулнă. Çавăн пекех пирĕн ентеш, СВО участникĕ Виталий Нягин та килнĕ. Вĕсем пĕрлĕхĕн тата патриотлăхăн пĕлтерĕшĕ пирки каласа панă. Кашнийĕ  пĕрлехи ĕçе хăйĕн тÿпине — çарта е ытти ĕçре — хывма пултарнине палăртнă.

Калаçăва «Знание» обществăн лекторĕ, Запорожск облаçĕнчи Суйлав комиссийĕн председателĕ  Галина Катющенко та хутшăннă. 

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика