Чăваш Республикинче халăх пуçарăвĕпе ял-хулана çĕнетес, хăтлăлатас ĕç çултан-çул вăй илсе пырать. «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланă ĕçсем, хута янă объектсем пурте ялшăн, халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал, акă çак меслетпе Патăрьелĕнчи Южный тата Промышленный урамсенче çул сартăмăр, тĕп больницăна каякан çул хĕррипе автомашинăсене лартмалли вырăна асфальт сарса тирпейлерĕмĕр.
2026 çулта та Патăрьелне хăтлăлатас тĕллевпе тепĕр 7 проекта конкурса хутшăнма тăратрăмăр. Вĕсене те кашнинех çынсен пуçарăвне, шухăшне тĕпе хурса хатĕрлесе заявкăсем тăратнă. Сентябрĕн 26-мĕшĕнче яла хăтлăлатас тĕллевпе хатĕрленĕ проектсемшĕн патшалăх çăмăллăхĕсен порталĕ урлă сасăласси вĕçленчĕ. Çывăх вăхăтра конкурс итогĕсем те паллă пулĕç.
«Ниме – Халăх бюджечĕ» программăпа пурнăçа кĕртме тăратнă объектсем тĕрлĕрен. Вĕсем пурте ял инфратытăмне хăтлăлатассипе çыхăннă. Пĕрремĕшĕ — Патăрьелĕнчи Комаров, Ленин урамĕсенчи, Ленин проспектĕнчи стоянкăсене юсама палăртнă.
Тепĕр проект — Мир урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕнче ача-пăча валли спорт тата вылямалли площадка тăвассипе çыхăннă. Çак ыйтăва та çынсем хăйсен пуçарăвĕпе çĕклерĕç.
Çавăн пекех 2026 çулта Федор Моисеев урамĕнчи çула юсаса тирпейлесшĕн. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн кантăкĕсене улăштарма, Центральнăй ача сачĕ патне кĕрекен тротуара та çак программăпах çĕнетме палăртнă.
Патăрьелĕнчи Советсен урамĕнчи 174 çуртăн тулти канализаци системине юсассине, Патăрьелĕнчи Дружба урамĕнче автомашинăсене лартмалли парковка вырăнне тирпейлесе асфальт сарассине те «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпах тума шутлатпăр.
Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче халăх пуçарăвĕпе тăвакан ĕçсене пурнăçа кĕртессипе лидерсен йышĕнче. Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсенче пурăнакансем хăйсен пуçарăвне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пысăк хастарлăх кăтартни паян çав тери пĕлтерĕшлĕ. Халăх бюджечĕ — пĕрле, пуçарăва ырласа пурнăçламалли программа.
Николай АНДРЕЕВ, Патăрьел территори пайĕн начальникĕ
Ноябрь 2025 |
