Унăн 750 сăввине юрра хывнă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2025, 11:15 Просмотров: 152

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, поэчĕн, писателĕн, Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ Альбина Юратун (Любимовăн) чăвашла сăвăсен 29-мĕш пуххи «Пурнăç» — «Жизнь» ятпа пичетленсе тухнă. Альбина Васильевна ачаранах сăвăсем çырма юратнă. Вĕсене районта тухса тăракан «Авангард», «Пионер сасси», «Коммунизм ялавĕ», «Хыпар» хаçатсенче, «Тăван Атăл», «Самант», «Ялав» тата ытти журналсенче пичетленĕ. Ытти сăвă ăстисемпе пĕрле «Çÿл тÿпере çич çăлтăр», «Юрă пултăр парне», «Ай, юрлар-и юррине», «Пире тăван кĕтсе тăрать» тата ытти сăвă пуххисенче те вырăн тупнă вĕсем.

Ентешĕн 750 сăввине юрра хывнă. Автор пултарулăхне мала хурса пиншер çын кăмăлтан итлет вĕсене.

Вăл тĕнче, Раççей тата республика шайĕнчи конкурссене те сахал мар хутшăнать.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика