Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявĕ умĕн Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче Раççей Федерацийĕнчи Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕсене, çавăн пекех Чăваш автономийĕ 105 çул çитнине халалланă «Ялта лайăххисем» республика конкурсĕн муниципалитет тапхăрĕнчи финалĕ иртнĕ.
Конкурса ачасемпе çамрăксене ял территорийĕсене аталантарас ĕçе анлăн явăçтарас, хăйсене ял хуçалăх отраслĕпе çывăхлатас, экологи культурине тытса пырассине тимлеме хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Унта муниципалитет округĕнчи вĕрентÿ организацийĕсем хастар хутшăннă. Шкул çулне çитмен ачасем «Манăн сăнар», «Ман пахча», «Йăла-йĕркене упраса малашлăха çул хыватпăр», «Манăн çемье», «Лайăх-çке ялта» темăсемпе сăн ÿкерчĕксем тунă. Ташăсемпе юрăсем вĕреннĕ.
Шкулсенче пĕлÿ пухакансем кашни номинациех хутшăннă. Хăйсен ĕçĕсене социаллă сетьсенче кăтартнă. Вĕсенче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене мĕнле пулăшнине, ялта пурăнакан çын телейлине çутатмалла пулнă. Çемье пуянлăхне, ăшшине мĕнле упранине те каласа пама ыйтнă. Ялта ĕçлесе пурăнма мĕн килĕшни те интереслентернĕ.
Муниципалитет шайĕнче çĕнтернĕ ĕçсем республикăри конкурса хутшăнаççĕ.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2025 |
