Апачĕ тутлă пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2025, 11:30 Просмотров: 134

Тăпăрчă кексĕ

4 çăмарта, 200 грамм услам çу, 1 стакан сахăр, 200 грамм тăпăрчă, 2 стакан çăнăх, апат соди кирлĕ.

Çăва ирĕлтермелле, çăмарта ярса лăкамалла. Сахăра, çăнăха, апат содине пăтратмалла, çупа çăмарта хутăшне ярса чуста çăрмалла. Унтан тăпăрчă хушмалла. Чустана формăна хурса духовкăра пĕçермелле.

Дыньăпа хĕрлĕ пилешрен

Çур килограмм дыня (çемçе пайне çеç илмелле), 7 стакан сахăр, 4 стакан шыв, çавăн чухлех хĕрлĕ пилеш кирлĕ.

Хĕрлĕ пилеше сивĕ шыва ярса çĕрĕпе лартмалла, унтан дуршлага хурса сăрăхтармалла. Сахăра 4 стакан шыва ярса вĕретмелле. Вĕрекен пылак шыва хĕрлĕ пилеш хушмалла, çулăм çинче çурма пиçиччен тытмалла. Кун хыççăн çÿхен каснă дыньăна (2 стакан) ямалла, çăраличчен вĕретмелле.

  

Кăмпапа шпроты

Шампиньона е сар кăмпана суханпа кăштах ăшаласа илмелле. Хуппипе çĕр улми пĕçермелле. Уйрăм савăтра 2 чĕрĕ çăмартапа 150 грамм хăйма пăтратмалла, туранă укроп хушмалла.

Духовкăна лартмалли савăт çине хуппипе пĕçернĕ çĕр улмине тăрăхла касса хумалла, ăшаланă кăмпа хушмалла, çиелтен шпроты сарса хумалла. Тепĕр сий çĕр улми сармалла, унтан лăканă çăмартапа хăйма ямалла. 200 градус таран хĕртнĕ духовкăра 20 минут пĕçермелле. Юлашкинчен симĕс сухан сапса хитрелетмелле.

  

Кавăнран — варени

2 килограмм кавăн, 2 апельсин, çур лимон, 5 грамм лимон йÿçекĕ, 400 грамм сахăр кирлĕ.

Кавăна тата хуппинчен тасатман апельсина, çур лимона вĕтĕ тăваткал туса турамалла, сахăр, лимон йÿçекĕ хушмалла, пăтратмалла, 3 сехетлĕхе лартмалла. Çак вăхăтра 3-4 хутчен пăтратмалла. Унтан кавăн хутăшне таса банкăсене тултармалла.

Кастрюль тĕпне марля татăкĕ е ал шăлли хумалла, унта банкăсене лартмалла, мăйĕ таран шыв ямалла. Вĕреме кĕнĕ хыççăн 30 минут стерилизацилемелле. Унтан варени банкисене хупласа лартмалла.

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика