ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче нумай пулмасть çеç Люля вăрманĕнче кăмпа татма кайнă ултă çын аташса кайни, йĕрке хуралĕн, МЧС специалисчĕсем темиçе сехетрен вĕсене шыраса тупни пирки хаçатра, социаллă сетьре те пĕлтернĕччĕ. Хĕрĕме каланине кинĕм илттĕр тенĕ евĕр, çак тĕслĕх хыççăн кăмпаçăсен пушшех те асăрханмалла, сехĕрленмелле пек... Анчах иртнĕ вырсарникун каллех çакнашкал пăтăрмах сиксе тухнă. Хальхинче Турхан тăрăхĕнче пурăнакан виçĕ хĕрарăм уплюнкка татма Хурама Твар вăрманне кĕрсе кайнă та тухайман. Çакскерсене каллех ятарлă служба специалисчĕсен çĕрĕпех шырама тивнĕ. Тунтикун ир енне хĕрарăмсене тупнă. Вĕсем хăйсене йĕркеллех туйнă. Паллах, аслă вăрманта, тискер чĕр-чунсен тĕнчинче çĕр каçасси хĕрарăмсемшĕн мĕнле йывăр пулнине каламасăрах ăнланма пулать...
Ноябрь 2025 |
