Çÿп-çап тăкмалли контейнер каллех вут серепине çакланнă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 09:14 Просмотров: 127

ПАТĂРЬЕЛĔНЧЕ çÿп-çап тăкмалли ятарлă контейнерсене вут хыпнă тĕслĕхсем пĕрре мар пулчĕç. Иртнĕ эрнере каллех Молодежная урамра вырнаçтарнă пластик ещĕке сасартăк çулăм хыпса илнĕ, çунса юрăхсăра тухнă. Патăрьелĕнчи пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пăтăрмах сăлтавĕ — çынсем вут-кăвара сÿнтернĕ чухне асăрхануллă пулманни. Хăш-пĕр çынсем кил хуçалăхĕнче мунча хутнă е кăвайт чĕртнĕ хыççăн лайăх сÿнмен кăвара контейнера тухса пăрахаççĕ. Вăл вара тĕлкĕшсе выртнă хыççăн хыпса илет.

Юлашки вăхăтра пахчара е урамра ăпăр-тапăр çунтарса «пушар» тăвакансем вара космос мониторингне çакланнă, ун пек тĕслĕхсем умлă-хыçлах пулнă. Темиçе кун каялла çеç Тутар Сăкăтĕнче çак сăлтавпа икĕ çын ячĕпе, Алманчăра пĕр гражданин ячĕпе протокол çырса вуншар пин тенкĕ штраф панă. Маларах çакăн пек тĕслĕх Хирти Пикшикре те пулнăччĕ.

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика