Инкекĕ çÿретĕр айккинче

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 09:17 Просмотров: 113

Октябрĕн 4-мĕшĕнче Раççейре гражданла хÿтĕлев кунне паллă турĕç. Ун умĕн вара çĕршывĕпех ятарлă вĕрентÿсем е урăхла каласан тренировкăсем иртрĕç. Пирĕн округра вăл Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкулта пулчĕ.

Пĕр хулара пысăк «инкек» пулнăран Патăрьел муниципалитет округне эвакуаципе çынсене автобуссемпе илсе килмелле. Вĕсене вырнаçтарссипе ĕçлекеннисенчен пĕри шăпах Первомайски шкулĕ. Хыпара пĕлнĕ хыççăнах учительсем тивĕçлĕ ĕçсем туса учреждение халăха йышăнма хатĕрленĕ. Çынсене кĕтсе илекенсем, документсене тĕрĕслекенсем алăк патĕнчех тăраççĕ. Килекенĕн лару-тăрăвне пăхса кабинетсене яраççĕ. Ачаллисем тÿрех ятарлă пÿлĕме каяççĕ. Кунта пĕчĕккисен кипкисене улăштарма, чей ĕçме сĕтелсем лартнă, вылямаллисем те пур. Сывлăхĕ хавшаккисене медсестра пăхать, пĕрремĕш пулăшу парать. Пурте йĕркеллисене ертсе пыракан тепĕр алăкран çынсем патне вырнаçтарма илсе каять...

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ — финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, округ администрацийĕн гражданла хÿтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин, Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хутшăнчĕç, хак пачĕç. Пĕтĕмĕшле илсен вĕрентĕве тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕç. Сăмах май, Турхан, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Сăкăт, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулсен çурчĕсем те чрезвычайлă лару-тăру чухне халăха кĕтсе илессишĕн, вырнаçтарассишĕн яваплă. Çавăнпа та вĕсенче те вĕрентÿсем ирттерме палăртнă.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика