Вĕрентекен — яту сан сумлă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 10:38 Просмотров: 111

Юпа уйăхĕн пĕрремĕш эрнинчи паллă кунсенчен пĕри — Вĕрентекенсен професси уявĕ.

Ачасене пĕлÿ тĕнчине илсе тухакан хисеплĕ вĕрентекенĕмĕрсене чыс тата хисеп туса кашни çулах муниципалитет округĕнче уяв йĕркелеççĕ. Календарьти паллă кун кăçал та сарăмсăр иртмен. Хисеплĕ педагогсене професси уявĕпе Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов саламланă, ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре ырми-канми тăрăшакан учительсене, тĕрлĕрен олимпиадăпа конкурссен çĕнтерÿçисене Хисеп грамотипе, Тав хучĕпе чысланă.

Сăмах май каласан, муниципалитет округĕнче ачасене вĕренме, кирлĕ пĕлÿ илме, тивĕçлĕ услови туса парас тĕллевпе тата «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçа кĕртсе çулсеренех вĕрентÿ учрежденийĕсене юсаççĕ, çĕнетеççĕ. Акă, кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Турханти, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче тĕпрен юсаса çĕнетнĕ шкулсенче вĕренме пуçларĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика