Сиплевçĕсен канашĕ эмелпе танах

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 11:35 Просмотров: 106

Треньелĕнче 2020 çулта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе кăтартуллă фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Унта пациентсене йышăнмалли, вĕсен сывлăхне тĕрĕслемелли, процедурăсем тумалли пÿлĕмсем пур. Вĕсем санитари нормине тивĕçтереççĕ. Медицина оборудованийĕсем çителĕклех. Пандус вырнаçтарнă, сусăр çынсен коляскине лартмалли вырăн тунă. Килен-каяна ларса канмалли сак та пур. Территори тирпейлĕ, хăтлă. Çурт умĕнче чечексем ешереççĕ.

Фельдшерица пулса Екатерина Михайлова ĕçлет. Вăл кунта «Ял фельдшерĕ» (сăн ÿкерчĕкре) программăпа килнĕ.

Фельдшерпа акушер пунктĕнче пациентсене пуçламăш медицина пулăшăвĕ параççĕ. Врачсен сĕнĕвĕсене мĕнле пурнăçа кĕртнине сăнаса тăраççĕ. Хăш-пĕр чирпе учетра тăракансен сывлăхне вăхăтран-вăхăта тĕрĕслеттерсе тăмаллине шутра тытаççĕ.

Участокра 362 çын. Çынсене диспансеризаци кăларасси, профилактика тĕрĕслевĕсем ирттересси кунта ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕ. Халăхăн 92 проценчĕ диспансеризаци тухни шурă халатлă ĕçчен хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлтан пурнăçласа пынине çирĕплетет. Шăпах çавăн чухне чирĕн пуçламăш паллисене тупса палăртаççĕ. Кирлисене вара тепĕр хут тĕплĕнрех тĕрĕслеççĕ. Йывăр çын хĕрарăмсемпе, ача çуратма хатĕрленекенсемпе калаçусем ирттерме ÿркенмест Екатерина Андреевна. Хăй те икĕ ача амăшĕ.

Кирлĕ чухне телемедицина консультацийĕсем илет. Тĕп больницăри тухтăрсемпе çыхăнса пациентсен ыйтăвĕсене татса пама тăрăшать. Çулталăка çитмен икĕ ача çитĕнет ялта. Вĕсен сывлăхне Ольга Зубова тухтăрпа сăнасах тăрать.

18 çулчченхи 66 хĕрпе каччă участокра. Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне тĕрĕслесси те кирлĕ шайра пырать.

Ваттисен сывлăхĕпе те интересленсех тăрать. Пациентсемпе вăрăм ĕмĕр, пирус туртни сывлăха сиен кÿни, юн пусăмĕ ÿсни, сахăр диабечĕ, астма, инсульт тата инфаркт чирĕсем çинчен калаçусем ирттерет.

Шупашкарти медицина колледжĕнче ăс пухнă фельдшерица. Аккредитаци тухнă. Мĕн вĕреннине паян практикăра усă курать. Ватăпа ватăлла, çамрăкпа çамрăкла калаçма тăрăшать, ĕçне килĕштерет. Яла юлнишĕн савăнать те.

— Ачаранах ватă çынсене килĕштереттĕм эпĕ, кинемейсемпе калаçма юрататтăм. Вĕсен мĕн те пулин ыратнă чухне пулăшас килетчĕ. Çавăнпах хамăн малашлăха медицинăпа çыхăнтартăм пулас. Ĕç çынна юрăхлă пултăр тесе тăрăшатăп,— тет Екатерина Андреевна.

Фельдшерпа акушер пунктне юн пусăмне виçтерме е ытти ыйтупа килекенсемпе киленсех калаçса ларать. Эмелсене хăçан тата мĕн чухлĕ ĕçмеллине тĕплĕн ăнлантарать.

Çемьепе урăх ялта пурăнать Екатерина Михайлова. Çакă çеç кансĕр. Ĕç хыççăн медицина пулăшăвĕ кирлисене телефон çыхăнăвĕпе сĕнÿсем парать. Ирпе ĕçе килсенех час-часах сиплев илекенсен сывлăхĕсемпе интересленет. Вĕсем патне килĕсене çитет.

Сиплев çуртне муниципалитет округĕнчи тĕп больницăри тухтăрсем те килсе çÿреççĕ. Вĕсем патне йышăнăва кăмăлтан пырать халăх. Хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшни, шурă халатлисен сĕнĕвĕсене илсе чир-чĕр пуçланасран асăрханни кирек камшăн та вырăнлă.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика