Ĕмĕр пурăнасси уй урлă каçасси çеç мар, теççĕ ваттисем. Нумай çул мăшăрпа пĕрле пурăнса общество пурнăçне те хастар хутшăнни вара чăн-чăн телей!
Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕ ырă йăлана малалла тăсса кашни уйăхрах 50, 55,60, 65 е тата ытларах çул çемье илемне туйса пурăнакансене ăшшăн саламлать.
Акă, октябрь уйăхĕнче хисеплĕ пилĕк мăшăр ылтăн туйне паллă тăваççĕ. Шăнкăртамри Минсеитпа Минсейда Узбековсем, Çĕньялти Геннадийпе Анна Гавриловсем, Патăрьелĕнчи Геннадийпе Татьяна Седойкинсем, Кивĕ Ахпÿртри Николайпа Елена Рыбкинсем, Шăнкăртамри Афзалетдинпа Гелфияз Рахматулловсем шăпах 50 çул каялла çемье çавăрнă.
Кашни уйăхрах изумруд туйĕсене паллă тăвакан мăшăрсем те пур. Хальхинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан тăватă мăшăра çывăх çыннисемпе тăванĕсем мăшăрланнăранпа 55 çул çитнĕ ятпа саламлĕç. Телейлĕ мăшăрсем çаксем: Аслă Чементи Ильяпа Евдокия Михайловсем, Çĕньялти Николайпа Мария Квасовсем, Хирти Пикшикри Абдуллапа Найля Камалетдиновсем, Шăнкăртамри Альбертпа Галия Якушевсем.
Октябрĕн 31-мĕшĕнче Пăлапуç Пашьелĕнчи пилĕк ача ашшĕпе амăшĕ — Семен Васильевичпа Раиса Федоровна Егоровсем — тимĕр туйне паллă тăваççĕ. Хисеплĕ ĕç ветеранĕсем 65 çул мăшăр пурнăçпа килĕштерсе пурăнаççĕ!
Валентина ПЕТРОВА, ЗАГС пайĕн специалист-эксперчĕ
Ноябрь 2025 |
