Медицина ĕçченĕсем пухăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 11:41 Просмотров: 156

Шупашкарта медицина ĕçченĕсен иккĕмĕш форумĕ иртнĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятире регионта сывлăх сыхлавне аталантарасси, тĕрлĕ çулти çынсен сывлăхне сыхласси тата çирĕплетесси пирки хускатнă.

Форума медицинăн тĕрлĕ сферинчи 1,5 пин çынна яхăн пухăннă. Чăваш Ен специалисчĕсемсĕр пуçне Тутарстанран, Мордовинчен, Мускавран тата облаçĕнчен, Марий Элтан, Пушкăртран, Удмуртинчен, Чулхула, Мурманск, Киров облаçĕсенчен килнĕ.

Мероприяти савăнăçлă самантран пуçланнă. «ФАП — сывлăх туртăмĕн центрĕ» проектпа килĕшÿллĕн иртнĕ «Манăн фельдшерпа акушер пункчĕ лайăххи» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçи — Треньелĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хуракан Екатерина Михайлова (тĕплĕнрех ун пирки 5 стр.).

Асăннă проект фельдшерăн халăхпа ĕçлессине çĕнетме, яллă вырăнсенче медицина пулăшăвне паха та вăхăтра парассине лайăхлатма май парать.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика