Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисем

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 11:45 Просмотров: 142

Октябрĕн 5-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисем савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Спорт уявне 39 çĕршывран килнĕ 6000 ытла çын хутшăнать. Спортсменсем 17 тĕрлĕ кĕрешÿ енĕпе вăй виçеççĕ. Тупăшу октябрĕн 12-мĕшĕччен тăсăлать.

Кĕрешÿсем Çĕнĕ Шупашкарти виççĕмĕш тата Шупашкарти 8-мĕш спорт шкулĕсенче иртеççĕ.

Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисем уçăлнă çĕре Патăрьел муниципалитет округĕн делегацийĕ те (сăн ÿкерчĕкре) хутшăннă. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те республика, тĕнче шайĕнче палăрнă кĕрешÿçĕсем сахал мар. Спортăн çак тĕсĕ аван аталанса пырать.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика