Юратнă ял, тăван тăрăх, хăв çуралса ÿснĕ кĕтес кашни çыншăн çири кĕпе пекех çывăх. Çавăнпах ĕнтĕ çамрăклах çĕршывăн аякри кĕтесне кайса тымар янă ентешсем ачалăхпа яшлăх иртнĕ, аслă çул çине тăма ăс пухнă пĕчĕк çĕршывăмăрăн — тăван ялăн — ытамне лекес тесе тем пекех ăнтăлаççĕ. Эпир кун çути курнă савнă ялăмăр çулсем иртсе пынăçемĕн çĕнелсе, капăрланса, хăтлăланса пыни кунта пурăнакансене те, пирĕн пата хăнана килсе çÿрекенсене те кăмăллă. Паян территори пайне кĕрекен ялсем чăнах та çапла пулччăр тесе тăрăшма мĕн пур майсем çителĕклĕ. Ялсене малалла та аталантарас, кунта пурăнакансен пурнăç условийĕсене хăтлăлатас тĕллевпе Раççей Федерацийĕ, Чăваш Республики, çав шутрах Патăрьел муниципалитет округĕ те пĕрлехи вăй пулса наци проекчĕсене, тĕрлĕрен программăна пурнăçа кĕртме май туса пани пирĕншĕн пысăк çăмăллăх.
Хальхи вăхăтра тăван тавралăха, хамăрăн юратнă ялăмăра тата илĕртÿллĕрех тума, çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене пурнăçа кĕртме, вĕсен шухăшĕсене, пуçарăвне шута илме Чăваш Республикинче çултан çулах вăй илсе пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа пысăк пулăшу. Çак практикăна, паха опыта малашне те аталантарса çеç пымалла тесе шутлатăп. Чи пĕлтерĕшли вара ял-йыш çак программăна пĕр шухăшлă пулса чĕре çывăхне хурса йышăнни.
Юлашки çулсенче пирĕн территори пайне кĕрекен ялсенче пурăнакансем те çак программăпа май пур таран тухăçлă, хăйсене кирлĕ пек усă курма тăрăшаççĕ. Кăçал çеç эпир ял-йыш хастарлăхне тĕпе хурса, «Ниме— Халăх бюджечĕ» программăпа тăватă объекта пурнăçа кĕртме пултарни те халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленине çирĕплетсе парать тесе шутлатăп. Пĕрлехи вăйпа пурнăçа кĕртнĕ ĕçсемшĕн паян чăнах та чун савăнать. Тури Чакăра масар патне каякан çула вак чул сарса тирпейлерĕмĕр. Вăл чылайăшне пăшăрхантаратчĕ. Çак пуçарăва пурнăçа кĕртме халăхран 227 пин тенкĕ пуçтарнă. Проект хакĕ — 1 миллион та 139 пин тенкĕ. Аслă Чеменсем те çак пуçарупах программăна хутшăнчĕç. Кунта та тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă масар çулне вак чул сарнă. Унăн проекчĕн хакĕ те çавăн пекрех. Халăх хастарлăхĕпе вара çак пархатарлă ĕçе 215 пин тенкĕ хывнă. Аслă Чеменсем республика программипех масар картине те çĕнетме пуçарупа тухрĕç. Çак шухăша та халăх хастарлăхĕпех пурнăçа кĕртрĕмĕр. Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă ĕçре кашни çын хăйĕн тÿпине хывни, ял малашлăхĕшĕн тăрăшни савăнтарать, паллах.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене чыс та хисеп туса Тури Чакăра çĕнетсе капăрлатнă палăк чăннипех те мăнаçлăх шутланать. Ăна та халăх бюджечĕпе усă курса тирпейленĕ. Тури Чакăсем те пĕр çын пек кар тăрса патшалăх программине хутшăнса пурнăçа кĕртме 225 пин тенкĕ пуçтарчĕç. Пархатарлă та ырă ĕçе кар тăнăшăн пурин умĕнче те пуç таятăп.
Территори пайĕнчи ялсем малашне те кунта пурăнакансене ырлăхпа хăтлăх кÿччĕр, çитĕнекен çамрăк ăру хаваспах тăван яла юлтăр тесе пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли ĕçсем татах та пур. Ялта пурăнакансен хавалĕ иксĕлми, ĕмĕт-тĕллевĕ те пысăк. 2026 çулта та «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа виçĕ проектпа хутшăнатпăр. Вĕсене пурне те маларах халăхпа тĕл пулса сÿтсе явнă.
Пĕрремĕш проект — пушар техникине лартса тăма ăшă гараж тăвасси. Вут-çулăм инкек-синкекĕ пурне те шар кăтартма (Турă сыхлатăрах) пултарать. Çавăнпа та уйрăмах хĕллехи вăхăтра пушар автомашини хаклă вăхăта çухатмасăр пушар сÿнтерме тухса кайма пултартăр. Проект хакĕ — 2208068 тенкĕ.
Пушара хирĕç кĕрешме шыв управĕпе унăн территорине тирпейлессине те çитес çул халăх бюджечĕн программипех пурнăçлама палăртатпăр. Çак ĕçе пурнăçласси 1082 811 тенке ларать.
Кирек мĕнле ял илемĕ те уй хапхинчен пуçланать. Аслă Чемен ялне пырса кĕнĕ çĕрти стелăна çĕнетессине те ял халăхĕпе пĕр шухăшлăн йышăнса çитес çулхи проекта кĕртрĕмĕр, уншăн патшалăх порталĕ урлă сасăларăмăр. Çапла вара 2026 çул та Аслă Чемен территори пайĕшĕн «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тухăçлă та ăнăçлă çул пулмалла.
Унсăр пуçне эпир ялсенче кулленхи тирпей-илеме тытса тăрас тĕлĕшпе те тăтăшах тимлетпĕр. Çак тĕллевпе каллех халăх кар тăнипе субботниксем йĕркелетпĕр, пĕчĕкрех ĕçсене пĕрлехи вăйпа пурнăçлатпăр.

ХАКЛАВ
Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:
— Чăваш Республикинчи «Ниме — халăх бюджечĕ» программипе 2026 çулта 75 проектпа 200 миллион тенке яхăнлăх ĕç пурнăçламалла. Вĕсенчен 120 миллон ытла тенкĕ республика бюджетĕнчен каять. Ытти вара округ бюджетĕнчен тата халăх вăйĕпе пулса пырать. Пурнăçа кĕртме тĕллев тытнă ыйтăвĕсем пурте вырăнта пурăнакансене пăшăрхантараканнисем.
Ытти çулсенчи пекех подрядчиксен ытларах çулсене тирпейлес ыйтупа ĕçлеме тивĕ. Унсăр пуçне палăксене юсасси, спорт лапамĕ тăвасси, çăлсене тасатасси, вĕсен территорийĕсене хăтлăлатасси, ытти инфратытăма çĕнетесси те кĕреççĕ. Пĕрлехи вăйпа пурнăçа кĕрекен объектсем пурте халăхăн шухăш-кăмăлне, вĕсен пуçарăвне тивĕçтерессипе çыхăннă.
Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ял пурнăçне лайăхлатма, ăна ырă енне улăштарма нумай тăрăшать, муниципалитет окургĕсене пулăшса пырать. Çакăн пек программăсем вăйра пулни вара пирĕншĕн пысăк çăмăллăх.
Редакцирен: Денис Вячеславович Никифоров Патăрьел муниципалитет округĕнче чи çамрăк, çав вăхăтрах кăçал çеç территори пайĕн пуçлăхĕн çăмăл мар «лавне» кÿлĕннĕ начальниксенчен пĕри. Апла пулин те вăл кĕске вăхăтрах халăхпа пĕр чĕлхе тупса чылай ĕç тума пултарчĕ, хăйĕн ĕçне чун-чĕререн тата пысăк яваплăхпа парăнса пурнăçланине, территори пайĕнчи ялсен аталанăвĕшĕн тăрăшнине кăтартса пачĕ. Маларах çамрăк ертÿçĕ предпринимательте тимленĕ, чылай ыр кăмăллăх ĕçне те хутшăнать, паян та ку тĕлĕшпе пысăк хастарлăх кăтартать.
Денис НИКИФОРОВ, Аслă Чемен территори пайĕн пуçлăхĕ.
«Пĕрлехивăйпа пурăнма май пур хăтлăхпа» Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
Март 2026 |
