Тÿрĕ, тикĕс çулпала çÿреме те кăмăллă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 10:14 Просмотров: 187

Пуçарулăх пур вырăнта çынсен хастарлăхĕ те пысăк, вăй-халĕ те иксĕлми. Ун пек чухне ял-йышпа кирек мĕнле ыйтăва та татса пама ансат. Кучухне ялсемпе хуласенче халăха канăçсăрлантаракан ыйтусене патшалăх программипе çăмăллăнах пурнăçа кĕртме май пулни çынсене хавхалану кÿрет çеç мар, хăйсем пурăнакан вырăна тата ытларах хăтлăлатма пулăшать. Паян халăх бюджечĕн укçи пархатарлă ĕçсен никĕсĕ пулса тăчĕ. Республикăри ниме программипе çынсем кашниех хăйсен тÿпине кăмăлтанах тăван ял аталанăвĕшĕн хываççĕ.

«Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн тĕрлĕрен темăпа çĕнĕ объектсене пурнăçа кĕртме май пур: спорт территорине, ачасемпе çамрăксен лапамне хăтлăтасси, «Тĕлĕнмелле шыв», «Инфратытăма аталантарасси», «Пирĕн çулсем», «Санăн ирĕкÿ», «Манăн картиш» ятпа тата ытти те.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа пурнăçа кĕрсе пыракан объектсен ытларах пайĕ ялсенче çулсене тирпейлессипе, урамсене хăтлăх кĕртессипе çыхăннă. Акă, Шăхачра та иртнĕ çул халăх пуçарулăхĕпе Дружба тата Продольная урамсене тикĕслесе вак чул сарса тирпейленĕ. Ял-йыш çак ĕçе программăна кĕртсе вĕçне çитерме икĕ урамĕпе 198 пин тата 314 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Маларах çак урамсенчи путăк-шăтăксемпе çуран та, автомашинăпа та çÿреме, кĕрсе тухма йывăр пулнă, паян вара ял халăхĕ çулпа кăмăллă.

— Пуçарулăх программипе çулсене вак чул сарса тирпейленĕ чухне подрядчик çеç мар, урамсенчи çынсем хăйсем те питĕхастарлăх кăтартса хутшăнчĕç.

Ялсенчи урамсене тирпейлес, çулсене йĕркене кĕртес тĕллевпе 2026 çулта тепĕр виçĕ проекта пурнăçа кĕртесшĕн. Халăх пуçарулăхĕпе Шăхачра Победа урамĕнче, Механизаторсен тăкăрлăкĕпе Яраславская урама çитиччен тата Солнечная урамăн пĕчĕк пайне, çавăн пекех Кĕçĕн Чементе Кооперативная автомобиль çулне юсама палăртатпăр.

Ял хăтлăхĕпе тирпей-илемĕ — хамăр алăра. Малашне те асăннă программăпа ялсенчи ытти урамри çулсене йĕркене кĕртсе, тирпейлесе пыма шутлатпăр. Мĕншĕн тесен ял илемĕ чăн малтанах çул мĕнле пулнинчен килет,— пĕлтерчĕ Шăхач территори пайĕн пуçлăхĕ Лилия Кутузова.

Альбина НИКОЛАЕВА

«Пĕрлехивăйпа пурăнма май пур хăтлăхпа» Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

11.png22.png

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика