Пушар никама та ан кăтарттăр шар

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 14:12 Просмотров: 113

ХУРА кĕркунне алăк урати çывăхĕнчех темелле. Ун хыççăнах сивĕ хĕл те пирĕн пата инçе çултан çитĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнчи организаци-предприятисенче, учрежденисенче икĕ-виçĕ эрне каяллах çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланчĕ. Уйрăм хуçалăхсем те кăмакисене чĕртнĕ, мăрьерен «тĕтĕм» кăлараççĕ. Çавна май пушар хăрушлăхĕнчен малашне тата ытларах сыхă пулмалли тапхăр пуçланчĕ. Газпа, электричествăпа усă курнă чухне мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Кăмака мăрйисене вăхăтра тасатни те пĕлтерĕшлĕ. Инкек тени вара кирек хăçан та, кирек кампа та сиксе тухма пултарать. Турă унтан пурне те сиртĕрех...

Акă, иртнĕ эрнере муниципалитет округĕнче икĕ пушар пулнă: Анат Тăрмăшĕнче тата Кивĕ Катекре. Электричество енĕпе çыхăннă пушар икĕ çемьене те тăкак кăтартнă. Кивĕ Катекри çамрăк çемьешĕн вут çулăм инкекĕ пурлăха пĕтĕмпех юрăхсăра кăларнă. Çурт-йĕрĕ çуннипе пĕрлех кăкаркăçри 12 вăкăрĕ те пушартан тухайман, хĕл валли хатĕрленĕ выльăх апачĕ тата ытти те кĕле çаврăннă. Ял-йыш, округри ытти ырă çынсем паянхи кун та çамрăк мăшăра май пур таран укçа-тенкĕпе, ытти япалапа пулăшаççĕ.

Çынна йывăр чухне алă тăсакана сăваплă çеç.

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика