ЮЛАШКИ уяр кунсенче территори пайĕсенчи чылай ялта кĕрхи субботниксем йĕркелеççĕ, масар таврашне хăтлăх кÿреççĕ, йывăçсем лартаççĕ тата ытти те. Паллах, тирпейленĕ территорисем кăмăла уçаççĕ. Хыт-хура пусса кайнă е унта та кунта çум курăк ашкăракан вырăнсем, кантур, учреждени умĕсем те тÿрех куçа тирĕнеççĕ. Вĕсене йĕркене кĕртме вара пысăк укçа-тенкĕ мар, пуçарулăх, кăмăл çеç кирлĕ.
Округри ялсенче хута кайса пыракан ФАПсем, клуб учрежденийĕсем, шкулсем умĕсенче е таврашĕнче, паян чăнах та тирпейĕ те, илемĕ те, хăтлăхĕ те пур. Вĕсенче йывăç-курăкне, çеçкине те çитĕнтерççĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ĕç коллективĕсен кантур умĕнчен иртсе кайма та кăмăллă мар. Черетлĕ планеркăра Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çакна пурин те шута илмеллине, тăван тавралăх илемĕшĕн пурин те тăрăшмаллине çивĕчлетрĕ.
Март 2026 |
