Ĕçлеме тата пурăнма — хăтлă условисем

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 14:14 Просмотров: 158

 

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

«Республикăри медицина организацийĕсенчи кадрсен йышне тĕллевлĕ çирĕплетсе пыратпăр. Кăçал çеç «Ял тухтăрĕ» тата «Ял фельдшерĕ» программăсемпе 60 ытла çĕнĕ специалист — 37 тухтăрпа 24 медработник — Чăваш Енри муниципалитет округĕсенчи медицина учрежденийĕсенче ĕçлеме пикеннĕ. Çулталăк вĕçлениччен тепĕр 20 çамрăк специалиста çак программăна явăçтарасшăн. Программăпа килĕшÿллĕн пĕр хутчен паракан финанс пулăшăвĕ те пур: тухтăрсене 1 — 1,5 миллион тенкĕ, вăтам медицина персоналĕсене 500 — 750 пин тенкĕ параççĕ. Çакăн пек пулăшу çамрăк специалистсене çурт-йĕр тата йăла ыйтăвне татма май парать. Пирĕн тĕп тĕллев — çамрăк кадрсене ĕçлеме тата пурăнма хăтлă услови туса парас тĕллевпе регионти пулăшу майĕсене аталантарасси».

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика