Патăрьел продукцийĕ — Мускавра

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 14:15 Просмотров: 122

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Ен делегацийĕпе пĕрле Мускаври «Ылтăн кĕркунне» агропромышленность куравне хутшăнчĕ.

«Республика стендне хăйсен продукцине регионтан 25 ытла предприятипе организаци тăратнă. Патăрьелсем аш-какай деликатесĕсене, сыр продукцине, чипсы тата сухан-севок вырнаçтарнă. Вĕсене туса илессипе эпир республикăра çеç мар, çĕршывĕпех пуçаруçăсем шутланатпăр.

Куравăн тĕп теми кăçал агропромышленность комплексне туллин аталантарасси пулчĕ. Пирĕн ĕç программи пуян:

ÿсен-тăран тата аграри аталанăвĕ енĕпе пленарлă лару, вуншар çавра сĕтел тата панельлĕ дискуссисем.

«Ылтăн кĕркунне» вăл пирĕншĕн туса илекен продукцие уççăн кăтартасси, малта пыракан опыта вĕренесси, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелесси»,— тет Рудольф Селиванов.

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика