Октябрĕн 15-мĕшĕнче пирĕн муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта муниципалитет округĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан, администрацин строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата çул-йĕр хуçалăх пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Елена Дымза, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков тата ыттисем хутшăнчĕç.
Ку хутĕнче вĕсем вырăна тухса районти тĕп больница тата Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкул коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Кун йĕркипе килĕшÿллĕн виçĕ ыйтăва çĕклерĕç: кăçалхи уй-хир ĕçĕсен малтанхи пĕтĕмлетĕвне турĕç, 2025-2026 çулсенчи хĕллехи тапхăра коммуналлă инфраструктура мĕнле кĕтсе илнипе интересленчĕç, шыв объекчĕсене каяш шывсем юхса кĕрсе варалассине чакарасси çинче чарăнса тăчĕç.
Уй-хир ĕçĕсен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ кăмăллă. Унпа администрацин экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Хадарова паллаштарчĕ. Çĕр ĕçченĕсем çитĕнтернĕ тырпула пухса кĕртнĕ. Кашни гектартан 36 центнер тухăç илнĕ. Тата уй-хирте кăштах сахăр чĕкĕнтĕрĕ, çĕрулми юлнă. Вĕсене алла илесси те çак кунсенче вĕçленсе пырать. Кашни условнăй выльăх пуçне 33 центнер апат единици хатĕрленĕ. Республикăри вăтам кăтарту 32,1 танлашать.
Хĕле хатĕрленесси те кун йĕркинче тăрать. Шкулсене, ача сачĕсене, медицина учрежденийĕсене, ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене ăшă панă. Нумай хваттерлĕ пурăнмалли 84 çуртра котельнăйсене хута янă. Çуртсене юсасси, çулсене çĕнетесси малалла пырать.
Тепĕр тĕп ыйту вăл — шывпа тивĕçтересси. Маларахри çулсенче тунă шыв башнисем кивелсе пыраççĕ. Çавăнпа та муниципалитет округне шыв килмелли магистральте халĕ ĕçсем пыраççĕ. Ăна килес çул хута ямалла. Çак ыйтупа Равиль Ямалетдинов чарăнса тăчĕ.
Елена Дымза вара шыв объекчĕсене каяш шывсем юхса кĕрсе варалани пирки ыйтăва çивĕçлетрĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса пулас тесен хамăрăн та тирпейлĕ пулмалла. Промышленность, ял хуçалăх каяшĕсем шыва сахал мар варалаççĕ. Химикатсемпе те пĕлсе усă курма тăрăшмалла.
Патăрьел территори пайĕн начальникĕ Николай Андреев нимене хутшăнса тума палăртнă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем конкурс тĕрĕслевĕ витĕр тухсан çитес çул халăхпа кар тăрса ĕçе пуçăнма пулать.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Март 2026 |
