Малашне те такăрлантăр шкул сукмакĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 14:33 Просмотров: 112

Иртнĕ шăматкун Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче сумлă уяв пулчĕ. Шкул уçăлнăранпа 135 çул çитрĕ. Çак ятпа йĕркеленĕ мероприятие вĕренекенсем, преподавательсем, тĕрлĕ çулхи выпускниксем хутшăннă.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ ячĕпе сумлă юбилейпе пуçтарăннисене администрацин право тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Наталия Каргина саламланă. 135 çул каялла Çĕнĕ Ахпÿртри шкулта пĕрремĕш вĕренекенсене йышăннă. Ун чухне вăл Патăрьел прихучĕн чиркĕвĕ пулнă. Николай Лебедев священник Синод указне пурнăçласа хутпĕлÿлĕхне вĕренмелли шкул уçнă. Маларах Туçари пуçламăш халăх училищинче вĕреннĕ Макар Иванович Румянцев хресчене пĕрремĕш учитель пулма çирĕплетнĕ.

Унтанпа вăхăт нумай иртнĕ. Шкул 130а яхăн кăларăм тунă. Пурнăç çулĕ çине 3 пин ытла выпускник тăнă. Паянхи кун паллă докторсемпе, наука кандидачĕсемпе, спорт мастерĕсемпе, тава тивĕçлĕ врачсемпе тата учительсемпе, юристсемпе, культура, ял хуçалăх ĕçченĕсемпе, инженерсемпе, çар служащийĕсемпе мухтанмалăх пур.

Йышлăн пухăннă уява учительсем, ветерансем, выпускниксем. Сцена çинчен юбилей саламĕсем сахал мар пулнă, юрă-ташă кăмăла çĕкленĕ, тивĕçлисене Тав хучĕсем, Хисеп грамотисем панă.

60-мĕш çулсенчи выпускница Светлана Колпакова хăйĕн туйăмĕсене пытарайман: «Кунта манăн атте-анне ĕçленĕ. Эпĕ те çакăнта пĕлÿ пухнă. Пысăк та чуна çывăх шкула асран кăлараймастăп. Вĕрентекенсене пурне те тав. Хам та çак системăра 51 çул ĕçлетĕп. Суйласа илнĕ профессишĕн пĕртте ÿкĕнместĕп».

«Эпĕ нумай енлĕ кĕрешĕвĕн спорт мастерĕ. Спортри пуçламăш утăмсене шăпах çакăнта тунă. Çакăншăн тавах. Кунта 1964-1974 çулсенче вĕреннĕ. Шкул аталанни хăпартлантарать, ĕмĕчĕсем те пысăк вĕсен»,—савăнăçне пайланă Елена Комарова.

«Пурнăç тăршшĕпех çак шкул выпускникĕ пулнишĕн савăнатăп. Кашни вĕрентекене ятран каласа пама пултаратăп. Вĕсене эпир тăтăш аса илетпĕр. Çынлăхлă, йĕркеллĕ, анлă тавра курăмлă, тĕслĕхлĕ пĕлÿ паракансем. Тайма пуç вĕсене»,— тенĕ кăмăлтан Людмила Сафронова выпускница.

Шкул коллективĕмалалла аталанать. Конкурса хутшăнса вĕсем культура пуçарăвĕпе Президент фончĕн икĕ грантне çĕнсе илнĕ. 2023-2024 çулсенчи вĕренÿ çулĕнче «Мерчен» шкул театрĕн студийĕ 500 пин тенке тивĕçнĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика