«Ял хĕрарăмĕ хуларисенчен пĕр енĕпе те кая мар: хăй ĕçĕнче пуçаруллă, пултаруллă, ĕçчен, ăнăçуллă, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿ патне ăнтăлать, тăван ял уй-хирне парăнтарать, ытарайми тавралăха чун-чĕререн кăмăллать... Çав вăхăтрах вăл юратнă мăшăр, ытарайми анне, ăшпиллĕ ĕçтеш, ентеш тата ытти те» — çак шухăшсене Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн представителĕсемпе предприниматель-хĕ-
рарăмсем çавра сĕтел тавра пуçтарăннă ăш пиллĕ тĕл пулура кăмăлтан палăртрĕç.
Тĕл пулура шăпине бизнеспа çыхăнтарнă чиперккесем хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç, малашлăх планĕсем пирки калаçрĕç, çамрăк кадрсене муниципалитет округĕн пулăшăвĕпе вырăнтах хатĕрлес, вĕсене ялтах ĕçлеме хăварас ыйтусене те хускатрĕç.
Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнче муниципалитет округĕн администрацийĕн представителĕсемпе тата ялти ăнăçуллă хĕрарăм-предпринимательсемпе иртнĕ мероприятие Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн обществăлла организацийĕпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.
Унăн ĕçне «Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» республикăри обществăлла организацийĕн председателĕн çумĕ, Шупашкарти «Планета» кондитерски директорĕ Луиза Дроздова, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлекен çумĕ Светлана Чернова, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хĕрарăмсен обществăлла организацийĕн ертÿçи Алевтина Горшкова хутшăнчĕç, тĕрлĕ сферăра хăйсен ĕçне уçса ял халăхĕ валли пысăк ĕç туса пыракан хĕрарăмсене чун-чĕререн тав турĕç, малашнехи карьера ĕçĕнче, çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕç.
Кунтах 2025 çулта Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ йĕркелесе пыракан «Я — женщина» конкурса тĕрлĕ номинаципе хутшăннă Анастасия Мартышкинăна, Эльвира Махмутовăна, Лилия Чепековăна, Альбина Егоровăна сертификатсем парса чысларĕç.
Альбина НИКОЛАЕВА
Март 2026 |
