Суя укçа хуçать кăмăла çурмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 14:36 Просмотров: 190

Халăхра суя çур пурнăç, тенине пĕрре мар илтнĕ-ха. Анчах çакă суя укçа пирки сăмах пымасть. Ултавлă купюрăпа паян малалла каяймăн. Вăл кăмăла çеç хуçма пултарать.

Çак кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕнчи пĕр банкра иккĕмĕш хут ĕнтĕ çынсем суя укçа серепине çакланнине палăртнă. Шар куракансем иккĕшĕ те Мускава çÿп-çапа сортланă çĕре ĕçлеме çÿреççĕ. Çакскерсене хуçисем ĕç укçи вырăнне ултавлă укçа тыттарса янă-мĕн...

Кĕркунне çулсеренех ял çыннисем аякран пысăк автомашинăпа килекен палламан çынсене пахча-çимĕç, сухан-çевок тата ыттине те сутаççĕ. Кăçал вĕсем пушшех ăнса тата тухăçлă çитĕнчĕç. Вĕсене сутса услам тăвас тенĕ чухне те питĕ тимлĕ пулмалла, суя укçа парса хăварасран асăрханмалла!

Алексей БЫКОВ, РФ ШĔМĕн округсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн начальникĕн çумĕ

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика