Çар операцине хутшăнакан салтак вĕренекенсемпе тĕл пулнă

Категория: Публикации Опубликовано: 23.10.2025, 14:41 Просмотров: 106

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти пĕрремĕш класра вĕренекенсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Д.Харитоновпа тĕл пулнă. Вăл кĕске вăхăтлăх отпуска килнĕ. Çакăнта унăн хĕрĕ те вĕренет.

Тĕл пулу кăмăллă иртнĕ. Ачасем çĕршыв хÿтĕлевçипе курнăçса чылай ыйтăва уçăмлатнă. Вĕсене салтаксем мĕнле пурăнни интереслентернĕ. Çапăçу хирĕнче хăранине, пăлханнине мĕнле сирсе яма пултарни кăсăклантарнă. Мĕнле апатланни, пурăнни, неонацистсене мĕнле хирĕç тăни, парăнтарни таранчченех ыйтса пĕлнĕ вĕренекенсем.

Чăн-чăн паттăрсем пирĕнпе юнашарах пурăннине куçпа курса ĕненнĕ ачасем. Алла хĕç-пăшал тытнă кашни салтак мирлĕ тÿпешĕн кĕрешет. Эпир вĕсене тав тума тивĕçлех. Çĕршыв хÿтĕлевçине, Тăван çĕршыва чунтан парăннă ентеше Çĕнтерÿпе тăван яла таврăнма, сывлăхне упрама суннă.

Класс сехечĕ ачасене патриотла воспитани парассипе те çыхăннă.

Юлашкинчен пурте пĕрле «Служить России» юрра шăрантарнă.

Светлана УРУКОВА

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика