КĂÇАЛХИ ноябрь уйăхĕ нихçанхинчен ытларах юбилейлă туйсемпе пуян. Ылтăн туйĕсене паллă тăвакансем çеç 14 мăшăр!
Кивĕ Ахпÿртри Николайпа Роза Гавриловсем, Еншикри Петрпа Вера Савутовсем, Туçари Владимирпа Зоя Перепелкинсем, Çĕнĕ Ахпÿртри Валерийпе Людмила Щукинсем,Тутар Сăкăтĕнчи Ринатпа Гельсиря Валеевсем тата Фаткулислампа Равия Абдулалимовсем, Патăрьелĕнчи Петрпа Лидия Кошкинсем, Шăнкăртамри Мансурпа Гельзада Куртлюковсем, Татмăшри Николайпа Раиса Федотовсем, Тăрăнти Димитрийпе Юлия Искачкинсем, Анат Туçари Сергейпе Людмила Зайцевсем, Туçари Валерийпе Мария Жуковсем, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Василийпе Мария Григорьевсем, Ишлĕри Сергейпе Светлана Филипповсем 50 çул каялла çĕнĕ çемье çавăрнă.
Первомайскинчи Василийпе Валентина Романовсем вара çак уйăхра изумруд туйне паллă тăваççĕ. Хисеплĕ мăшăр 55 çул пĕр сукмакпа утаççĕ. Çĕнĕ Ахпÿрти Георгийпе Мария Тукмаковсене бриллиант (60 çул пĕрле), Шăнкăртамри Киялетдинпа Ильнур Митяевсене тимĕр туйсем (65 çул пĕрле!) ячĕпе ăшшăн саламлĕç. Хисеплĕ мăшăрсем пурте çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх.
Декабрь 2025 |
