Ÿсĕрле руль умне ларни хăйех преступлени

Категория: Публикации Опубликовано: 07.11.2025, 14:14 Просмотров: 78

КИРЕК мĕнле инкек-синкек те куçа курăнса килмест. Çапах та унтан асăрханма, сыхă пулма май пур. Тепĕр чухне пурнăçри пăтăрмах хамăртанах килет. Сăмахран, руль умĕнчи ÿсĕр водитель преступлени çулĕ çине тăма хатĕр çын темелле. Вăл хăйшĕн çеç мар, ытти çынсемшĕн те çул çинче пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Нумай пулмасть çеç акă, пĕр ÿсĕр водитель Патăрьелĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнчи блок çине пысăк хăвăртлăхпа вирхĕнсе кĕрсе кайса ăна сиенленĕ. Юрать-ха ун таврашĕнче никам та пулман. Телее, хăй те сывă.

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика