Культура инфратытăмĕн аталану çул-йĕрĕ тĕллевлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.11.2025, 14:18 Просмотров: 86

Чăваш Республикинче 2030 çулчченхи культура политикин аталану стратегийĕпаллă. Вăл культура инфратытăмне модернизацилессипе, творчество пуçарăвĕсене хавхалантарассипе, наци йăли-йĕркине упрассипе, çынсене культура событийĕсене хутшăнма анлă çул туса парассипе çыхăннă.

Юлашки çулсенче Чăваш Енре пурăнакансем культура пурнăçне хастар хутшăннине палăртмалла. Регион «Пушкин карттине» пурнăçа кĕртессипе те лидерсен шутĕнче. Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕ те кăтартуллисен йышĕнче. Юлашки пилĕк çулта культура отрасльне укçа-тенкĕпе тивĕçтересси икĕ хута яхăн ÿсни те пĕлтерĕшлĕ. Çак тапхăрта 452 культура объектне юсаса тирпейленĕ, 35 çĕнĕ Культура çурчĕ тунă тата ытти те.

2030 çулччен республикăра тепĕр 290 культура объектне çĕнетмелле, масштаблă тăватă инвестици тата инфратытăм мегапроекчĕсене хута ямалла.

Сăмах май каласан, «Культура аталанăвĕ» регионти программăпа килĕшÿллĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те ырă улшăнусем пулсах тăраççĕ. Акă, кăçалхи Çĕнĕ çул умĕн çеç Тури Чакăра 100 вырăнлă хăтлă клуб хута кайрĕ. Кунтах ял библиотеки те вырнаçнă. Культура учрежденине уçнă çĕре Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ, ун чухне те ялти культура учрежденийĕсене аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрассине каларĕ.

Çак кунсенче çеç Патăрьел муниципалитет округĕнче Республика Пуçлăхĕн тимлĕхĕнче пулнă тепĕр çĕнĕ культура объекчĕн — Татмăшри клубăн — алăкĕсем ял çыннишĕн уçăлчĕç.

Пĕлме: Татмăшсем ялта çĕнĕ клуб тăвас ыйтăва икĕ çул каялла Республика Пуçлăхĕн «Тÿрĕ эфирĕнче» пĕрремĕш хут хускатнăччĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика