Муниципалитет округĕнчи Татмăш ялĕнче çĕнĕ клуб хута кайрĕ. Ăна «Культура аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн ĕçе кĕртнĕ. Çак ятпа кунта уяв пулчĕ. Савăнăçа пайлама муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Владислав Солдатов тата ыттисем хутшăнчĕç.
Маларах йывăç-курăк çеç ашкăрнă вырăнта халĕ илĕртÿллĕ клуб ларать. Вăл паян Татмăш ялĕн илемĕ. Йĕри-тавра тирпейлĕ, çурт умне асфальт сарнă, территорие хăтлăх кĕртнĕ. Автомашинăсене лартмалли вырăн та пур. Йывăç тĕмĕсем те илем кÿреççĕ.
Пысăках мар клубра ял библиотеки те вырнаçнă. Вăл çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланнă. Ачасене, аслисене кулленхи хаçат-журналпа та паллашма майсем пур.
— Ял илемĕ чунра савăнăç çĕклет. Культурăна эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр. Пурнăçа хăтлăлатассишĕн сахал мар тăрăшатпăр. 1958 çулта хута янă сирĕн клуб кивелнĕччĕ. Маларах Тури Чакăра тата Анат Чакăра клубсем уçрăмăр. Пÿртлĕпе Кзыл Чишмари культура çурчĕсене тĕпрен юсарăмăр. Муниципалитетри виçĕ ялти культура кĕтесĕ валли те сĕтел-пукан туяннă. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне тĕпрен юсатпăр.
Ял халăхĕпе пĕрле юрлăр, ташлăр, савăнăр,— терĕ Рудольф Селиванов клуб ертÿçине Юрий Улангина 50 пин тенкĕлĕх сертификат парса.
Çавăн пекех Рудольф Васильевич хăйĕн сăмахĕнче 2026 çулта ассортиментпа пуян тата куллен кирлĕ таварсем сутакан «Звениговский» суту-илÿ çурчĕ уçассине те палăртса хăварчĕ.
Клубра строительство ĕçĕсем кăçалхи çуркунне пуçланнă. Подрядчик ĕçе хăвăрт тата пахалăхлă, кал-кал пурнăçланă. Ял халăхĕ çакăншăн савăннă.
Халĕ кунта 49 вырăнлă зал, артистсене тумланмалли, репетици тумалли хăтлă пÿлĕмсем, библиотека пур.
— Сирĕншĕн, Татмăшри клуб çĕнелнĕшĕн чăннипех те савăнатăп. Ĕмĕтĕр тулчĕ. Клуба тăвассинче регион, муниципалитет ертÿçисен тÿпи пысăк. Строительство организацийĕ те объекта кăлтăксăр, васкавлă ĕçе кĕртрĕ,— терĕ Татьяна Казакова.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Владислав Солдатов та ĕçе хăвăртлатас енĕпе май пур таран пулăшу кÿнине, объект Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тимлĕхĕнче пулнине палăртрĕç.
Ĕç ветеранĕ, Раççей хисеплĕ донорĕ Вера Чернова ял халăхĕ ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ. Светлана Михайлова клуба купăс парнелерĕ.
Строительство ĕçĕнчи хастарсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Сценăна юрă-ташă ăстисем йышăнчĕç. Территори пайĕн артисчĕсем те пулчĕç унта. Муниципалитет округĕнчи культура центрĕн юрăçисем, «Гармония» ушкăн тĕрлĕ темăпа шăрантарнă юрăсем тыткăна илчĕç.
Алăкĕсене яри уçнă культура çурчĕ ял халăхне малашне тулли пурнăçпа пурăнма, канма май парĕ. Унта вĕсем ăсталăхĕсене аталантарма, культура мероприятийĕсене хаваспа хутшăнма та майсем тупĕç.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Декабрь 2025 |
