Паттăр манăçа тухмастех

Категория: Публикации Опубликовано: 07.11.2025, 14:23 Просмотров: 84

Патăрьелĕнчи «Паттăр» спорт шкулĕнче Паттăрлăх орденĕн кавалерне, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Николай Сымова асра тытса йăлана кĕнĕ шахмат турнирĕ иртнĕ. Унта муниципалитет округĕн, Тутарстан Республикинчи Пăва тата Кострома хулисен 28 выляканĕ хутшăннă.

Пĕрремĕш вырăна хĕрсем хушшинче Софья Краснова, иккĕмĕшне Дарья Секретова (иккĕшĕ те Первомайскинчен), виççĕмĕшне Айсылу Айзатуллова (Тутар Сăкăт) йышăннă.

Арçын ачасенчен Костромари Виктор Сымов пĕрремĕш, Пăвари Тимофей Краснов иккĕмĕш, Первомайскинчи Андрей Савинов виççĕмĕш вырăнсенче пулнă.

Арçынсем хушшинче Андрей Кашерин малти, Анатолий Мулеев иккĕмĕш (иккĕшĕ те Пăваран), Анатолий Тинюков (Сăкăт) виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика