Çамрăк ÿнерçĕсен форумĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.11.2025, 14:45 Просмотров: 163

Çут çанталăк илемĕпе киленме юратакансем, çамрăк ÿнерçĕсем Патăрьел ача-пăча шкулĕнче округ шайĕнче йĕркеленĕ форума хутшăнчĕç.

Çамрăк ÿнерçĕсене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ, çут çанталăк илемне, ырă туйăма ÿкерчĕксенче сăнласа куракан патне илсе çитерме пултарнишĕн пултаруллă ачасене тав турĕ.

Форума хутшăннă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Владимир Васильев ÿнерçĕ-вĕрентекенсемпе çавра сĕтел хушшинче «Алексей Кокель и его время в свете новых исследований» темăпа калаçу ирттерчĕ. Раççей ÿнер академин хисеплĕ акадмикĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçи Николай Андреев ачасемпе «Кĕркуннехи ылтăн перо» мастер-класс ирттерчĕ. Чи пултаруллă сăрă ăстисене палăртса парнесемпе чысларĕ.

Пултаруллă çамрăк сăрă ăстисен тĕл пулăвĕнче округ шайĕнче йĕркеленĕ конкурссене те пĕтĕмлетĕç.

Форум çамрăк ÿнерçĕсене, преподавательсене малашне тата хастартарах çĕнĕ ĕçсем çырма, пысăк çитĕнÿ тума хавхалану кÿчĕ. Мероприятие хутшăннисем, килнĕ хăнасем Турханта çулсеренех иртекен Пĕтĕм тĕнчери художниксен пленэрне хутшăннă ăста сăрă маçтăрĕсен, паллă художниксен ÿкерчĕкĕсене курса киленчĕç.

Алина АНТОНОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика