Хирсем пушаннă, çу каçипе уйра ĕçленĕ техникăна управа лартнă, фермăсене хĕле хатĕрленĕ хыççăн ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уяв кĕрекинче савăнма та кăмăллă. Кăтартусем вара кăçал начар мар. Çут çанталăкĕ ял çыннине тухăçпа та савăнтарчĕ, çав вăхăтрах чăтăмлăхне те тĕрĕслерĕ.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 15,3 пин гектарта çитĕннĕ. Йĕтемме 55,1 пин тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 36 центнерпа танлашнă. (Пĕлтĕр 46,7 пин тонна пухса илнĕ, тухăç 29,7 центнер пулнă.) Чи пысăк кăтарту «Исток», «Батыревский», «Красное Знамя», «Куснар», «Корма», «Труд» ял хуçалăх предприятийĕсен, «Авангард» пĕрлешĕвĕн «Батыревский бекон» филиалĕн, К. Салихов, А. Петров, С. Халитова фермер хуçалăхĕсен. Вĕсем пĕрле 25 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ е округри кăтартăвăн 54 проценчĕ вĕсен тÿпине тивет.
Техникăлла культурăсене те пуçтарса кĕртнĕпе пĕрех. «Исток» çĕр ĕç фирминче сахăр чĕкĕнтĕрĕн юлашки гектарĕсене кăлараççĕ. Р. Мансуров фермер хуçалăхĕнче хĕвел çаврăнăша вырса тĕшĕлемелле.
Çĕр улми те кăçал хăйĕн тухăçĕпе савăнтарчĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» вăтамран пĕр гектартан 370 центнер тухнă. Иртнĕ çул кăтарту 290 центнерпа танлашнăччĕ.
Пахча çимĕç, сухан-çевок анисем те йăлтах пушаннă. Вăрлăх сухан çуркунне лайăх шăтса тухрĕ. Ÿсме нÿрĕ те, хĕвелĕ те çителĕклĕ пулчĕ. Шăпах пухса кĕртес умĕн çанталăк çумăра кайнăран ĕç вăраха тăсăлчĕ. Çĕр ĕçченĕсем йывăрлăха пăхмасăр ăна пуçтарса кĕртрĕç.
Выльăх лайăх ÿт хуштăр, продукци патăр тесен апат çителĕклĕ кирлĕ. Округра хĕле валли ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 14,5 пин тонна утă (2024 çултинчен 106 процент нумайрах), 29 пин тонна сенаж (101,3 процент), 32,5 пин тонна силос (104 процент) янтăланă. Урăхла каласан 21,4 пин тонна апат единици е условнăй пĕр выльăх пуçне 33 центнер апат единици тивет. Кăтарту республикăринчен те пысăкрах.
Кĕрхи культурăсене 2100 гектар акса хăварнă. Паянхи куна вĕсем аван тăраççĕ.
Техника паркĕте пуянланса пырать. Патшалăхăн пур пулăшăвĕпе те туллин усă курнăран 70 ытла ял хуçалăх техникипе хатĕрсем туяннă: трактор — 32, тыр-пул пухакан комбайн — 2, кăкарса çÿремелли тата тăпрана кăпкалатаканни 30 единица ытла.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ лайăх аталанса пынине те палăртма кăмăллă. Январь-сентябрь уйăхĕсенче аш-какай 7558 тонна (4,2 процент иртнĕ çулхинчен нумайрах), сĕт 34149 тонна (1,1 процент) туса илнĕ. Тăхăр уйăх кăтартăвĕпе ял хуçалăх организацийĕсенче пĕр ĕне вăтамран 6944,5 килограмм сĕт панă. Чи пысăк кăтарту «Батыревский» пĕрлешĕвĕн — 7448 килограмм.
Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне округĕпе 20025 пуç ĕне-выльăха, вăл шутран ĕне 7636 пуç, шута илнĕ. Сыснасем 20037 пуçа çитнĕ.
2025 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче 108 млн тенкĕлĕх виçĕ инвестици проекчĕ хута кайнă. Çавна май 30 ĕç вырăнĕ хушăннă, производство хăвачĕ ÿснĕ.
Марат Земдиханов тытса пыракан «Агро-Союз» производство кооперативĕнче июль уйăхĕнче аш-какай тирпейлекен цех уçăлнă.
«Батыревский» пĕрлешÿре 200 пуç ĕне-выльăха самăрлатмалли вите хута кайнă.
«Авангард» пĕрлешĕвĕн «Патăрьел беконĕ» филиалта тăваттăмĕш лагуна ĕçлеме пуçланă.
Муниципалитетра 1929,3 млн тенкĕлĕх 22 инвестици проектне ĕçе кĕртмелле: выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче — 12, ÿсен-тăран отраслĕнче — 6, тирпейлекен промышленноçра — 2, кайăк-кĕшĕк ĕрчетме — 2. Вĕсене реализацилесен 80 ĕç вырăнĕ хутшăнмалла.
2024 çулта 66 млн тенкĕ ытлалăх уйрăм 7 инвестици проекчĕ ĕçе кĕнĕ, унтан улттăшĕ — выльăх-чĕрлĕх отрасльне, пĕри ÿсен-тăран отрасльне аталантарма.
Округри аропромышленость комплексĕнче вăй хуракансен вăтам шалăвĕ иртнĕ çулхинчен 22 процент ÿснĕрен 42281 тенкĕпе танлашнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 46573 тенке (иртнĕ çул 37361 тенкĕ пулнă), фермер хуçалăхĕсенче 24224 тенке (22761) çитнĕ.
2025 çулта 18-ăн грант илме тивĕçнĕ. «Агростартап» программăпа 14ăн çĕнтернĕ, кооперативăн пурлăхпа техника базине пуянлатма пĕр кооператив заявка панă, кооператив ĕçне пуçлакансенчен пĕр кооператив, «Перспектива» программăпа 2 фермер пулăшу илнĕ.
10 уйăхра округри ял хуçалăх таварне туса илекенсем 307 млн тенкĕ ытла субсидие тивĕçнĕ: фермер хуçалăхĕсем — 100 млн тенкĕ, ял хуçалăх организацийĕсем — 97 млн тенкĕ, кооперативсем — 87 млн тенкĕ, хăй тĕллĕн ĕçлекенсем — 23 млн тенкĕ.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Декабрь 2025 |
