Пĕрин шухăшне ыттисем ырлаççĕ, пуçарулăхпа çулсем тăваççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2025, 13:24 Просмотров: 60

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче пуçарулăхпа инфратытăма çĕнетесси анлăн сарăлса пырать. Пĕрин шухăшне ыттисем кар тăрса ырланăранах ялсенче çулсем, тăкăрлăксем тирпейленсе, хăтлăланса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе Нăрваш Шăхалĕнчи Пулевей урамĕнче пурăнакансем ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Кăçал вĕсем хăйсен вăйĕпе масар çуртне çĕнетсе йĕри-таврашне тирпейленĕччĕ. Халĕ, акă, урам хастарĕсен вăйĕпех масара каякан çула вак чул сарса çиелтен асфальт ванчăкĕпе тикĕсленĕ. Çулăн икĕ айккипе йывăçсем те лартнă. Утса пыма та кăмăллă. Николай Узалуков староста ку тĕлĕшпе халăхпа яланах пĕр чĕлхе тупса ĕçленине палăртмалла. Николай Яковлевпа Виталий Калькин хастарсем те хăйсен урам хăтлăхĕшĕн чун-чĕререн тăрăшнине палăртмалла.

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика