«Грипран прививка тумаллах, чиртен хÿтĕленмеллех»

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2025, 13:25 Просмотров: 67

ÇАК шухăша муниципалитет округĕн администрацийĕн структура подразделенийсен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ планеркинче Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн çумĕ Елена Маурина çивĕчлетсех каларĕ. Чир-чĕртен асăрханса иммунитета кирлĕ пек тытса тăрас, грипп вирусне хирĕç кĕрешме хатĕр пулас тесен вакцина яртарни ача-пăчашăн та, аслисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ сывлăх хуралĕн ĕçченĕ. Кĕрхи çанталăк хĕллехипе улшăннă вăхăтра пушшех усал чирсенчен специалистсем ыйтнă пек хÿтĕленмелле.

Муниципалитет округĕнче пурăнакансем грипран, ОРВИнчен прививка тутараççĕ-ха. Аслисен 78, ачасен 80 проценчĕ чиртен хÿтĕленнĕ. Хальхи вăхăтра округа тепĕр тăватă пин вакцина çитнĕ. Çавăнпа та медицина ĕçченĕсем тĕп больницăра та, ФАПсемпе врач амбулаторийĕсенче те çак ыйтупа пурне те алхапăл йышăнаççĕ.

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика