Çулсеренех ноябрĕн 10-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çак кунхине РФ ШĔМĔн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн сотрудникĕсемпе ветеранĕсем те уяв мероприятине пуçтарăннă.
Хăйсен шăпине обществăшăн, тĕрĕслĕхшĕн, тăнăç пурнăçшăн тăрăшассипе çыхăнтарнă йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламланă, уйрăм хастарсене служба ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă.
— Полици службинче хăйсен ĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçлакан специалистсем, Тăван çĕршывăн патриочĕсем сахал мар. Сирĕн професси ăсталăхĕ малашне те муниципалитетăн тăнăçлăхĕн шанчăкĕ пуласса шансах тăратăп,— тенĕ мунципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов полици сотрудникĕсене уяв ячĕпе саламланă май.
Декабрь 2025 |
