Кашни кĕске вăхăтлăх канăва килмессеренех çак сăмахсемпе сыв пуллашса тухса каять çар операцине Алманчăра çуралса ÿснĕ Станислав Пахомов. Патриот чунлă çитĕнтернĕ ăна ашшĕпе амăшĕ. Çирĕп те кĕрнеклĕ хул-çурăмлăскер ачаранах чăн-чăн çĕршыв хÿтĕлевçи пулас тĕллеве тытнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах спорт енне туртăннă вăл. Йывăр атлетика секцийĕсене çÿресе çан-çурăмне тĕреклетнĕ. Ăмăртусене хутшăнмасăр юлман. Çавна май ăна ыттисем те асăрханă. Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсен училищин тренерĕ хăй патне пыма сĕннĕ. Станислав хирĕçлемен. Ашшĕпе амăшĕ те малашлăх тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме чарман.
— Ачасем (виççĕн вĕсем пирĕн) çитĕннĕçемĕн пурнăç çулне хăйсемех суйласа илсе пычĕç. Çакна хирĕçлемен эпир. Иккĕшĕ килтен кайнă ĕнтĕ. Хĕрĕмĕр медицина колледжĕнче вĕренет.
Станислав — асли. Физкультура учителĕ пулма вĕренсе тухрĕ вăл. Унтан контрактпа çар службине кайма шухăш тытрĕ,— тет салтак амăшĕ Ирина Борисовна.
Малтанласа пурнăçра çакнашкал лару-тăру пулса тухасса никам ĕмĕтленме те пултарайман. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан та çамрăксем алла хĕç-пăшал тытасса шутламан. Килтисене ывăлĕ ялан хăйсем тăракан подразделенине çапăçăва кĕртмессе шантарнă.
— 2017 çулта, алла диплом илсен, РФ Хÿтĕлев министерствипе килĕшÿ çыртăм эпĕ. Çакăнтан пуçланчĕ çар пурнăçĕ. Икĕ çул Иваново хулинче Сывлăш-десант çарĕсенче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларăм. Сирири хирĕç-тăрăва та хутшăнса куртăм. Çар çапăçăвĕсенче ветеран ятне илтĕм. 2020 çулхи çĕртме уйăхĕнче Мурманскри çÿрçĕр флотне кайрăм. Унтан — СВОна. Малтан Харьков енче неонацистсене хирĕç кĕрешрĕмĕр. Унтан Херсон тăрăхне куçрăмăр. Пенĕ сасăсем, снарядсем кĕрĕслетсе çурăлнисем чуна çÿçентеретчĕç. Хăнăхрăмăр. Водитель пулса ĕçленĕрен умма лартнă хушусене пурнăçласа пыма тăрăшатăп. Маларах «Уралпа» çÿренĕ пулсан, халĕ — КамАЗпа çула тухатăп. Ирпе 3-4 сехетсенчех руль умне ларатăп. Тепĕр чухне малти линине те кайма тивет.
Çулла чăтма çук шăрăх тăрать кунта. Хĕвел çинче 40 градусран та иртет. Хĕлле вара каллех пирĕнни пек мар. Çĕр витĕр шăнмасть. Кăнтăрла çиелти шăн ирĕлет те лачакана çаврăнать. Ăна пула машина путать,— тет Станислав.
«Волга» позывнойпа çÿрет вăл. Чаçре пĕртен-пĕр чăваш çеç мар иккен. Иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Дима та çĕршыва хÿтĕлет.
Тăван тăрăхшăн, тăван килшĕн, мăшăрĕшĕн тунсăхланине пытармасть Станислав Пахомов. Отпуска килнĕ чухне ăна йăмăкĕсем, амăшĕ, мăшăрĕ кĕтсе илеççĕ.
— Иваново хулинчи службăна вĕçлесен киле таврăннăччĕ эпĕ. Çав тапхăрта пулас мăшăрпа паллашрăм. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă куна паллă тăватăп. Унăн та маннипе пĕр кунта иккен. Шăпа пÿрни пулчĕ пулас. Пĕрлешрĕмĕр,— калаçать Станислав.
Кану кунĕсем ытла та сисĕнмесĕр иртрĕç. Станислав Пахомов каллех хăйĕн чаçне таврăнчĕ. Амăшĕ ывăлне хăйне упрама пехил пачĕ. Мăшăрĕпе йăмăкĕсем те ăна юратнине, куç пек кĕтнине пĕлтерсе уйрăлчĕç. Каллех кĕске СМС хыпарсене, шăнкăравсене кĕтме тивĕ. Вĕсем талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те килеççĕ. Мĕншĕн тесен çĕршыв хÿтĕлевçисем пирĕн пек палăртнă вăхăтсенче выртса канаймаççĕ. Анчах нăйкăшмаççĕ. Чăн-чăн паттăрсем вĕсем. Кашни çĕршыв хÿтĕлевçи умĕнче пуçа тайма тивĕç эпир.
Малтанхи вăхăтра вăрманта палаткăсенче выртса тăраттăмăр. Эпĕ автомашинăрах çĕр каçаттăм. Тăшмансен дронĕсем йышлăнрах вĕçме пуçланăран вăрманти çĕр пÿрте куçрăмăр. Техникăна маскировка сечĕпе витсе тăратпăр. Асăрханулăха самантлăха та çухатма юрамасть.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Декабрь 2025 |
