Пĕлтерĕшлĕ курава хутшăнса

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2025, 13:38 Просмотров: 152

Республикăри халăх ăсталăх центрĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн культурăпа искусствăри пĕтĕм наци пĕлтерĕшлĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе мероприятисем йĕркелесех тăрать. Ку хутĕнче Чăваш тĕррисен музейĕнче хăйне евĕрлĕ «Ăру паллисем: сыхлăх тутăрĕсем» курав уçнă.

Йĕркелÿçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх салтак тутăрĕсен историйĕ те пуян, хăйне майлă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене çывăх çынсене, ывăлĕсене, ашшĕсене, тетĕшĕсене парнеленĕ.

Курава Каншелĕнчи «Çăлкуç» (ертÿçи Владимир Верликов) ансамбль те хутшăннă. Чăваш тутăрĕсен пĕтĕмлетÿ куравне явăçнăшăн коллектива Тав хучĕпе чысланă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика