Кашни çын хăйĕн пурнăçĕнче çурт-йĕрпе пурăнма ĕмĕтленет. Çак кунсенче Юлия Тихоновăпа Гузель Зейнетдинован савăнăçĕ иксĕлми. Тăлăх хĕрсем хваттерлĕ пулнă. Çурт уççине вĕсене Патăрьел округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ — администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова панă. Юльăн вара телейĕ тата та пысăкрах — вăл çывăх вăхăтра ача амăшĕ пулма хатĕрленет.
Çурт-йĕр условине лайăхлатмалли черетре ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă 50 ача тăрать. 2025 çулта тăлăхсене пулăшма 22 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Паяна пурăнмалли хăтлă кĕтеспе те тивĕçтернĕ, тăваттăшне сертификат панă.
Декабрь 2025 |
