Алăра — ентешĕмĕрĕн çĕнĕ кĕнеки

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2025, 13:41 Просмотров: 56

Алманчă ял халăхĕн аллинче çĕнĕ кĕнеке — «Манăн сăвăллă туйăмсем». Унăн авторĕ — хамăрăн хисеплĕ ентешĕмĕр, тăван ял ытамĕнче çуралса ÿснĕ Алевтина Алексеева (Аляшкина). Юлашки вăхăтра Алманчăра пире хăйĕн çĕнĕ сăввисемпе вăй-хал парса тăракан иккĕмĕш «Ковалюк» (Лидия Ковалюк та пирĕн юратнă поэт) тупăнчĕ тесшĕн. Çакă пирĕншĕн питех те кăмăллă.

Илемлĕ хуплашкаллă кĕнекере авторăн 35 сăвви вырнаçнă. Вĕсем пурте чуна тыткăнлаççĕ. Унăн тĕп темисем — юратнă тăван ен, ытарайми Алманчă — ялта пурăнакан кашни çынна пырса тивет. Ашшĕ-амăшне, пĕр тăвансене, тус-тантăша, СВО паттăрĕсене (вăл шутра хыпарсăр çухалнă шăллĕне те) халалланă ăшă йĕркесем çак кĕнекерех вырăн тупнă.

Алевтина Анатольевнан ача чухнех темĕнле пултарулăх çăл куçĕ тапни сисĕнетчĕ. Вăл яланах класра тĕрлĕ мероприятие ертсе пыратчĕ. Сăмах «лаççи» те ун чухнех пуянччĕ. Апла пулин те ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл сутуçă проофессине суйласа илчĕ. Паян тĕп хуламăрта пурăнакан ентеш пултаруллă предприниматель, хăйĕн бизнесĕпе ĕçлет. Çав вăхăтрах икĕ ача амăшĕ чунран шăранса тухакан сăмахĕсене сăвăлла шăрçаласа пире савăнтарма та вăхăт тупать. Вĕсене социаллă сетьри ял ушкăнне те тăтăшах лартать.

Ял хĕрĕ пысăк çемьере çуралса ÿснĕ. Пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă вĕсем. Ашшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ пирки амăшĕ — Людмила Рюриковна — тĕпренчĕкĕсене пĕчченех ура çине тăратрĕ. Вăл паян та ял-йышра пысăк хисепре. Территори пайĕн общество пурнăçне те хастар хутшăнать. Тăтăшах чиркĕве çÿрет. Ачисемпе, мăнукĕсемпе хутшăнса калаçма, вĕсене пулăшма та май тупать.

Владимир КИРГИЗОВ, Алманчă территори пайĕн пуçлăхĕ

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика