Пӑлапуҫ Пашьел ялӗнче пурӑнакан Семен Васильевичпа Раиса Федоровна Егоровсем пӗрлешни 65 ҫул ҫитрӗ. Хисеплӗ мӑшӑр патне Патӑрьел округне ертсе пыракан Рудольф Селивановӑн саламне Пӑлапуҫ Пашьел территори уйрӑмӗн начальникӗ Владимир Никитин ҫитернӗ.
Асӑннӑ юбилей пурнӑҫ тӑршшӗне кӑна мар, нумай ҫул хушши пухнӑ ӑслӑлӑха та пӗлтерет. 65 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тӑвакан мӑшӑр нумай ҫул пӗр-пӗриншӗн шанчӑк та тӗрев пулнӑ, ҫаплах юлнӑ.
Вӗсем 4 хӗрпе ывӑл ҫитӗнтерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва кайичченех тӑван колхозра вӑй хунӑ, тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. Халӗ те ӗҫсӗр лармаҫҫӗ. Пахчапа аппаланаҫҫӗ, хурт-хӑмӑр ӗрчетеҫҫӗ, хуҫалӑх тытаҫҫӗ.
Светлана Никитина
Декабрь 2025 |
