Ентешсене асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2025, 13:57 Просмотров: 65

Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă салтаксене асра тытасси кашнин тивĕçĕ. Çавна май Аслă Чементи Айтуш уçланкăра ентешсене — Александр Софронова, Алексей Краснова тата Станислав Капитонова — халалласа арçынсем хушшинче йăлана кĕнĕ мини футбол турнирĕиртрĕ. Çанталăкĕ те лайăх тăчĕ çак кун. Вылякансене хавхалантарма халăх йышлă пуçтарăнчĕ.

Пухăннисене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, территори пайĕн начальникĕ Д. Никифоров, икĕ хутчен тĕнче чемпионĕ пулнă Н. Алешев, шкул директорĕ Н. Адидатова, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ В.Фролов, ял хастарĕ И.Никитин, çĕршыв хÿтĕлевçисен тăванĕсем саламларĕç. Паттăрсене ырă та ăшă сăмахсемпе аса илчĕç.

Турнира ятарлă çар операци ветеранĕсем те килсе çитрĕç. А.Кочетов ячĕллĕ кадетсен корпусĕнче вăй хуракан А.Башмаков офицер, Аслă Чементи вăтам шкулти О.Бахмисов вĕрентекен, отпуска килнĕ В.Башмаков, Тури Чакăра çуралса ÿснĕ, Ульяновскинчи 104-мĕш дивизин рота командирĕ В.Латышов ентеш çакнашкал мероприятисен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç.

СВОна хутшăннă Алексей Краснов яланах ырă кăмăллă, сăпайлă пулнипе палăрса тăратчĕ. Кирек кама та пулăшма хатĕрччĕ. Тус-юлташĕ те нумайчччĕ унăн. Ялти вăтам шкулăн 9 класĕнчен вĕренсе тухсан вăл Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумне çул тытнă. Салтакранах контракт çырса Украинăри ятарлă çар операцине кайнă. Шел, пурнăçĕ чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче вăхăтсăр татăлнă.

Тури Чакă ялĕнче çуралнă Александр Софронов спортра пысăк çитĕнÿсем тунă, çăмăл атлетикăпа, дзюдопа туслă пулнă. Спорт туризмĕпе аслисен виççĕмĕш разрядĕччĕ унăн. Республика шайĕнче иртекен «Орленок» тата «Зарница» вăйăсене хастар хутшăннă. Шкулта, кадет корпусĕнче лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Саша 2022 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче пуçне хунă.

Станислав Капитонов тата çулталăкран яланлăхах куçне хупнă. Вăл та футболпа хоккея кăмăлланă. Яланах спортпа туслă пулнă. Çак турнира пуçласа яракансенчен пĕри — Станислав Васильевич. Вăйăсенче судья пулма шаннă ăна. Вăл çирĕп те тÿрĕ чунлă пулнипе палăрса тăнă. Территори пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ вăхăтра ял аталантăр тесе нумай ĕç тунă. Украинăри ятарлă çар операцийĕпуçлансан чунĕ вырăнта пулман. Салтаксене мĕнле пулăшмалли çинчен шутланă. Пĕр шухăшлă çынсене пухса хÿтĕлев сетки çыхас ĕçе йĕркелесе янă. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла: ялти хастарсем паянхи куна 620 сетка хатĕрлесе салтаксем патне ăсатнă. 2023 çулхи юпа уйăхĕнче контракт çырса çар операцине тухса кайнă.

Турнира Патăрьел, Йĕпреç, Елчĕк муниципалитет округĕсенчен 8 команда хутшăнчĕ. Малти икĕ вырăна хăнасем çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕшĕнче — Именкассисем. Вылякансене грамотăсемпе тата медальсемпе чысларĕç. «Чи лайăх вратарь», «Чи лайăх бомбардир», «Чи лайăх вылякан» ятсене пачĕç. Аслă Чементи Е.Миронский «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» пулчĕ. Софроновсен çемйи мала тухнă 3 командăна футбол мечĕкĕсем пачĕ. Е.Ильина предприниматель пылак тортсемпе сăйларĕ.

Надежда КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика