Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта «Профессисен ярмарки» фестиваль-форум иртнĕ. Унта «Агроçемье: вылятпăр, вĕренетпĕр, малашлăха суйлатпăр» проекта пĕтĕмлетнĕ.
Проект тĕллевĕ ачасене агросферăра професси суйласа илме пулăшасси, хавхалантарасси пулса тăрать. Ку чухнехи пурнăçра ял хуçалăхне аталантарас ĕçре çĕнĕ технологипе наука çитĕнĕвĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çавăнпа та çитĕнекен ăрушăн аграри отраслĕнчи профессисем интереслĕ те, малашлăхлă та пулма пултараççĕ.
Фестивале вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, педагогсем, Шупашкарти аграри университечĕн ĕçченĕсем, çак ĕçпе вăй хуракан предприяти представителĕсемпе специалисчĕсем, вĕренÿ çурчĕсен выпускникĕсем хутшăнчĕç.
Мероприятие хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, шкул директорĕ Людмила Лялина саламларĕç.
Альбина ИВАНОВА
Декабрь 2025 |
